Комментари хушас

22 Пуш, 2017

Атăлта шыв иртерех хăпарма пуçланă

Шупашкар шыв управне юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсем кăçал ытти çултинчен 5 кун маларах тулма пуçланă. Пĕлтĕр шыв пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăна пуçтарăнма тытăннă.

Шупашкар ГЭСĕнче пĕлтернĕ тăрăх, гидроэлектростанци проект хăвачĕпе ĕçлеменнине кура (унăн çÿллĕшĕ - 63 метр, проектпа вара 68 пулмалла) гидроузела пыракан ытлашши шыв тÿррĕнех юхса каять. Ака уйăхен 10-мĕшĕччен станци шыв шайне 62,5-63,3 метр çÿллĕш тытса тăрать. Апла тума ăна Федерацин шыв ресурсĕсен агентстви ирĕк панă.

Шыв тулнă вăхăтра гидростанцире ятарлă комисси йĕркеленĕ. Яваплă службăсем оборудование, сооруженисене, диспетчер службин ĕçне тĕрĕслесех тăраççĕ.

www.hypar.ru