Комментари хушас

11 Пуш, 2017

Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ

Çапла палăртрĕç çемье командисен хушшинче иртнĕ ăмăрту вăхăтĕнче. Йĕлтĕрçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, ЧР Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков саламларĕç.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă эстафетăна "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсемпе вĕсен çемйисем хутшăнчĕç. Хамăр республикăри районсемпе хуласенчен пухăннă 30 яхăн команда тĕрлĕ дистанцире мала тухассишĕн тупăшрĕ. Сăмахран, Вăрмар районĕн чысне Архиповсем хÿтĕлерĕç, Шупашкар районĕнчи Никитинсем те çĕнтерес тĕллевпе старта тухрĕç. "Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ" ята 9 çулти Дима Юрьев (Шупашкар районĕ) тивĕçрĕ, аслă ÿсĕмрисен хушшинче Комсомольски тăрăхĕнчи Анатолий Давыдова чысларĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: