Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Çарта урай çутарман, çĕрулми шураттарман

Хĕсмете каясси ĕлĕкех сумлă пулнă. Ăна ял-йыш хисепленĕ. «Салтак пулман — нуша курман», — тенĕ ваттисем. Çарта темĕн те пулать: кулмалли те, пăшăрханмалли те. Салтак пурнăçĕ мĕнпе асра юлнă? Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн эпир республикăри паллă çынсене çак ыйтупа чăрмантартăмăр.

Евгений КУЗНЕЦОВ, чăваш эстрада юрăçи:

— Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен повестка килчĕ. Эпĕ Самар çывăхĕнчи Кряж поселокĕнче вырнаçнă вĕренÿ чаçне лекрĕм. Учебкăра пире Чечняна яма хатĕрленине ăнлантăм. Унта çур çултан лекрĕмĕр. Шали хула çумĕнчи чаçе вырнаçтарчĕç. 18 уйăхра ăçта кăна çитсе курмарăмăр-ши? Çур Чечняна çаврăнтăмăр пуль, Дагестана та çитрĕмĕр. Ялан заданиреччĕ. Хулара-и е ялта-и, уйра-и е вăрманта-и, ту çывăхĕнче-и е хушлăхра-и — ăçта чарăннă, çавăнта палатка лартса çывăрнă. Çăмăл марччĕ. Пуçра — каска, алăра — автомат, бронежилет тăхăннă… Тарăха-тарăха пылчăк çăрнине, ту çине хăпарнине, кăвайт умĕнче çывăрнине, чĕтрекен пÿрнене курокран илмесĕр çĕрĕпе вăрманта заданире ларнине хальхи пек астăватăп. Вăрçă пĕтнĕччĕ ĕнтĕ ун чухне. Пăтăрмахсем те пулнă, юлташсене те ĕмĕрлĕхех çухатнă... Толя Чăваш Енренехчĕ. Эпир учебкăрах пĕрлеччĕ. Вăл водителе вĕренетчĕ. Чечняна çур çултан килчĕ. Унпа яланах калаçаттăмăр, вăл чăваш пулнишĕн савăнаттăм. Эпĕ батальонăн медицина взводĕнче санитар инструкторĕччĕ, Толя саперсен взводне лекрĕ. Вĕсен машина çукчĕ. Çавна пула эпир задание кайсан вăл яланах казармăра тăрса юлатчĕ. Кичемччĕ ăна, пирĕнпе пырассишĕн çунатчĕ. 2003 çулхи çуркунне пĕрле пыма ирĕк ыйтса илчех. Грозный çывăхĕнче каçхине чей ĕçнĕ май унпа темĕн çинчен те калаçаттăмăр. 2 кунран демобилизаци пирки приказ тухмаллаччĕ. Тепĕр кунхине Толя тата киле кайма хатĕрленекен 4 салтак пăтăрмаха çаклантăмăр. Снаряд çине пырса тăрăнтăмăр. Анатолий тÿрех вилмерĕ. Командир ăна машинăна хурса госпитале вĕçтерчĕ. Анчах çитеймен, Толя çул çинче сывлама пăрахнă. Чăвашсем татах пурччĕ. Апла пулин те вĕсем вырăссем умĕнче чăвашла калаçма вăтанатчĕç. Эпĕ тăван чĕлхепех пуплеттĕм. Пĕринпе, вăл разведчикчĕ, пĕр казармăра туслă пурăнтăм. Эпĕ Çар çапăçăвĕсен ветеранĕсен союзĕнче тăратăп, Çĕнтерÿ кунне халаллакан парада кашни çулах хутшăнатăп, пĕрне те сиктерместĕп.

 

Сергей ЛЕКЕРОВ, чăваш эстрада юрăçи:

— 2011 çулта манăн çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăхăт çитрĕ. Эпĕ ун чухне 2-мĕш курсра вĕренеттĕм. Çурçĕр Кавказ округне лекрĕм. Малтан — Ставрополь, кайран Дон çинчи Ростов хулисенче çыхăну çарĕнче службăра тăтăм. Хĕсметре «асаттелĕх» пулнă тесен йăнăшмăп. Аслăраххисемпе пĕр чĕлхе тупайманни пулатчĕ, анчах вĕсемпе туслашсан пурнăç лайăхланчĕ. Пирĕн патра ахаль çынсем ĕçлетчĕç. Çавăнпа айăпа кĕнĕ салтаксене çĕрулми шураттарман, урай çутарман. Ротăна лексен эпĕ гитара калама пĕлнине ыттисем асăрхарĕç, пушă вăхăтра пĕрле пуçтарăнса юрлаттăмăр. Пĕр çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Салтак пурнăçĕ килĕшрĕ, контракт çырса хĕсметре юлас шухăш та çуралнăччĕ. Çапах тăван тăрăха таврăнса аслă пĕлÿ илес килчĕ.

 

Александр НИКИФОРОВ, «Çиларман» ушкăн юрăçи:

— Институт пĕтерсен мана тÿрех салтака илсе кайрĕç. Калининград хулинче çулталăк службăра тăтăм. Салтаксемпе пĕрле «Крылья Балтики» ансамбль йĕркелерĕмĕр. Эпĕ параппан, турилкке çапаттăм, мероприятие ертсе пыраттăм, сценари хатĕрлеттĕм. Эпир çитмен вырăн юлманччĕ: Калининград облаçне çаврăнтăмăр. Çак ансамбль халĕ те пур, вĕсем ют çĕршывсене те тухса çÿреççĕ. Эпир ытти салтакран нимĕнпе те уйрăлса тăман: устава пăхăнса пурăннă, дежурствăра тăнă. Автомат вырăнне музыка инструменчĕ çеç тытнă. Ансамбль кашни кун тенĕ пекех Калининград хулипе облаçĕнче пурăннă сумлă офицерсене пытарнă çĕре хутшăнатчĕ. Эпир çĕнĕ карап уçнă ятпа иртнĕ савăнăçлă митингсене те çитнĕ. Хĕсметри юлташсемпе хăйне евĕр йăла шухăшласа кăлартăмăр. Çĕмĕрĕлнĕ, юрăхсăра тухнă йăлари техникăна «юлашки çула ăсатса» кĕвĕ калаттăмăр. Пирĕн чаçре анлă тавракурăмлă подполковник пурччĕ. Вăл пире кĕнеке вулаттаратчĕ, кайран содержанине ыйтатчĕ. Сăмах май, эпĕ кĕнеке шĕкĕлчеме питĕ кăмăллатăм. Пире театра, филармоние илсе çÿретчĕ. Пĕррехинче унта хамăр та концерт лартрăмăр. Ют çĕршывран килнĕ ансамбльсем те сцена çине тухрĕç. «Асаттелĕх» пирки каласан, ку кирек ăçта та пур пулĕ. Калăпăр, шкулта е университетра та начартараххисем хуçăлма, вăйлисем яланах малалла ăнтăлма пултараççĕ-çке-ха. Каччăсене пĕр пÿлĕме хупсан ăнланманлăх çуралатех. Манăн хĕсметре юлас шухăш та çуралнăччĕ. Анчах тăван тăрăхах таврăнтăм.

 

Стас ВЛАДИМИРОВ, чăваш эстрада юрăçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ:

– Хĕсметре эпĕ 1983-1985 çулсенче пултăм, Саратов облаçĕнчи Татищево хулинчи стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене лекрĕм. Пирĕн вăхăтра: «Салтакра пулман каччă арçын мар», – тенĕ. Хĕсметрен таврăннисене ăмсанса пăхнă. «Асаттелĕх» кашни полкрах кăштах пулнă. Мана çур çултанах старшина пулăшуçине лартрĕç, çавăнпа «асаттелĕх» йывăрлăхне ытлашши туйса курман эпĕ. Присяга тытиччен пурне те хăвалаççĕ. Пĕр вĕçĕм тĕрĕслевпе килетчĕç, вĕренÿсем час-час йĕркелетчĕç. Çур çĕр иртни 2, 3, 4 сехетсенче тăратса стрельбищĕне хăвалатчĕç, стройпа уттаратчĕç. Карантинра çын хăйне мĕнле тытнине сăнатчĕç. Эпĕ ырхан кĕлеткеллĕ пулсан та хăрасах кайман. Карантин хыççăн аслă салтаксемпе пĕрле полка куçарчĕç. Вăл вăхăтра унта урай хăмисене улăштарма пуçланăччĕ. Пире кантăкпа урай хыртарттарчĕç. Эпĕ гитара калаттăм, мана аслисем хăйсем патне чĕнетчĕç те юрлаттаратчĕç. Тул çутăличченех лараттăм. Ирхи пилĕк сехетре выртса улттăра тăни пайтах пулнă. Пирĕн патра чăваш ачисем йышлăччĕ – 450 çын таранахчĕ. Çавна кура эпир хăюллăрах пулнă. Çарти юлташсемпе халĕ те чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче тĕл пулатпăр. Салтакра эпĕ хамăн пуçлăхпа туслăччĕ, çартан таврăнсан та унпа чылай çул çыру çÿретрĕм. Мана кайран каптерщика лартрĕç. Çи-пуç ман алăра пулнă, уншăн эпĕ явап тытнă. Хама лайăх енчен кăтартнăран отпуска ячĕç. Пĕрремĕш дембельпех тăван тăрăха килесшĕнччĕ, анчах пуçлăх: «Хăвăн вырăнна хăвăн пеккине туп», – тесе тÿрех ямарĕ. Кайран вăл мана хăйĕн машинипе Саратов хулине илсе çитерчĕ, пуйăса лартса ячĕ. Салтакри пурнăç хурапа шуррине уйăрма вĕрентет. Пурнăç çине урăхларах пăхма пуçлатăн, хăвна аслисемпе епле тытмаллине хăнăхатăн. Халĕ, паллах, самани хăрушăрах. Темĕнле йывăр пулсан та кашни сывă каччăнах салтака каймалла тесе шухăшлатăп.

 

Игорь ПОРУЧИКОВ, ЧР Ĕçлев министерствине кĕрекен организацисенче вăй хуракансен профсоюз организацийĕн ертÿçи:

– Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ чухне, иккĕмĕш курс пĕтерсен, çара кайрăм. Хĕсметре икĕ çул, 1986-1988 çулсенче, пултăм. Салтак пурнăçĕ Балти тинĕсĕ çывăхĕнче иртрĕ. Малтан – Латвири Добеле хулине, кайран Калининград облаçне лекрĕм. Совет Союзĕнче паллă пулнă 225-мĕш гварди танк полкĕнче службăра тăтăм. Салтакран сержант званийĕпе таврăнтăм. Батальонри ВЛКСМ организацийĕн секретарĕ пултăм. Эстонире, Литвара, Латвире пулса куртăм. Салтакри пурнăç кăсăклă иртрĕ. Вĕренÿсем час-час пулатчĕç. Прибалтика ачисемпе хĕсметре пĕрле тăнăран литва чĕлхине ăнланма тытăнтăм, кăштах перкелешме те хăнăхрăм. Эпĕ службăра тăнă дивизире чăваш салтакĕсем пулман. Офицерсен хушшинче вара темиçенччĕ. Вĕсемпе тĕл пулсан тăван чĕлхепе калаçаттăмăр. Тăван ялтан чăвашла хаçат-журнал ярса паратчĕç. Вĕсем тата Чăвашран килекен çырусем чуна ăшăтатчĕç. Çартан килсен университетра малалла вĕрентĕм. Аслă шкула манпа пĕрле ăс пухма кĕнисенчен 2 çул каярах вĕренсе тухрăм.

 

Сергей ИВАНОВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ:

– Çарта эпĕ 1994-1995 çулсенче пултăм. Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр институтне вĕренсе пĕтерсен театрта ĕçлеме пуçланă хыççăн хĕсмете илсе кайрĕç. Малтан Архангельск облаçĕнчи Мирный хулине, Плесецк космодром çывăхне, стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене вĕренĕве лекрĕм. Ултă уйăхран Чулхула облаçĕнчи Дальнее Константиново поселокĕнчи чаçе куçарчĕç. Хĕсмете Совет Союзĕ арканнă, самана ылмашăннă вăхăта лекрĕм те «асаттелĕх» вăйлăччĕ. Шăпах ун чухне çарта икĕ çул мар, çулталăк çурă тăмалла турĕç. Икĕ çуллăха кайнисем çавăншăн питĕ тарăхатчĕç, хăйсен çиллине пирĕн çине кăларма тăрăшатчĕç. Пĕр кулăшла самант аса килчĕ. Вĕренÿ вăхăчĕччĕ. Тактика ĕçне хăнăхакан салтаксем, пĕр 5-6 каччă, чаç командирĕн машинине тĕкрĕç. Вăл пăшалтан пенĕ пек шаплатса пыратчĕ. «Сирĕн машинăра зажигание тĕрĕс мар лартнă», – терĕм эпĕ, окопра выртаканскер. «Мĕнле лартмаллине пĕлетĕн-им?» – ыйтрĕç вĕсем манран. Машинăра кăштах чакалантăм та вăл йĕркеллех тапранчĕ. Шоферĕ: «Манăн часах дембель. Ман вырăна салтак кирлĕ», — тесе хушамата çырса юлчĕ. Çавăн хыççăн чаç командирне виçĕ уйăх турттартăм. Çав вăхăтра таçта та çитрĕм. Плесецкран ракета хăпарнине те, ăна «Ураган» ракета комплексĕнчен вĕçтерсе янине те куртăм. Эпир, Совет Союзĕнче çуралнисем, салтакра пулнине сумлă тесе шухăшланă. Манăн пиччесем те çавăн пек калатчĕç. Хамăн икĕ ывăлăма та салтака ярасшăн.

Ирина КОШКИНА, Вера ЭВЕРККИ ыйтса пĕлнĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.