Комментари хушас

17 Нарăс, 2017

Пĕрле тата пĕр шухăшлă пулса тăрăшар!

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пулчĕ. Вăл коллектива учрежденин çĕнĕ директорĕпе тата тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа паллаштарчĕ.

— Издательство çуртĕнче пултаруллă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсене пĕр тĕвве пуçтарса пĕр тĕллевлĕн ĕçлеттересси ертÿлĕхрен нумай килет, — терĕ министр. Çавăн пекех вăл ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынă май ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене те тытса пымаллине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, «Хыпар» нумай çул наци кадрĕсене хатĕрлекен лапам шутланнă. Александр Иванов министр малашне те чăваш халăх хаçачĕ çак çул-йĕртен пăрăнмассине шаннине пĕлтерчĕ.

Издательство çурчĕ хальхи вăхăтра йывăрлăхра пулни, унăн татса паман çивĕч ыйту чылай пухăнни вăрттăнлăх мар. Паллах, «Хыпарăн» малашнехи кун-çулĕ мĕнле пуласси директортан-тĕп редактортан çеç мар, коллективран та нумай килет. Çавăнпа Татьяна Вашуркина редакци ĕçченĕсем пĕр шухăшлă пулса пĕрле ĕçлессине шаннине палăртрĕ.

— Паллах, пĕтĕм ыйтăва пĕр кунта татса параймăн. Пĕрле тăрăшсан «Хыпар» хаçатăн, ытти кăларăмсен ят-сумне те, тиражне те ÿстерме пултарăпăр. Çак самантран пирĕн хаçатсем лайăххине ĕненме пуçлар, — терĕ Татьяна Геннадьевна.

В.БАГАДЕРОВА.