Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Пирĕн Татьянăн хальлĕхе «бронза»

Паян Австрире биатлон енĕпе тĕнче чемпионачĕ старт илчĕ. Унта чăваш халăхĕн маттур хĕрĕ, Çĕнĕ Лапсар спортсменки Татьяна Акимова та хутшăнать.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех Раççей биатлонисчĕсем пире медальпе савăнтарчĕç. Татьяна Акимова, Ольга Подчуфарова, Антон Шипулин тата Александр Логинов хутăш эстафетăра “бронза” çĕнсе илчĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Германипе Франци спортсменĕсем йышăнчĕç.

Аса илтеретпĕр, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Татьяна Акимова тĕнче кубокĕн Чехире иртнĕ ăмăртăвĕнче ылтăн тата бронза медальсемпе пуянланнăччĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: