Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

План хатĕр. Вăй хумалла!

Правительствăн юнкунхи ларăвĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсем республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçлас енĕпе ĕçлемелли комплекслă плана çирĕплетрĕç.

 Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова палăртнă тăрăх — документра тухăçлă социаллă политика тытса пырассине, экономикăн пайăр секторĕсене аталантарассине, Чăваш Енри ĕçлĕ климата, бюджет шайлашулăхне лайăхлатассине тĕпе хунă. «Çырура палăртнă мĕнпур мероприяти — республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене, пуçарăвĕсене тĕпе хурса палăртнă ĕçсем. Пирĕн тĕллев — общество финансĕсемпе тухăçлă усă курса çав ме-роприятисене туллин пурнăçласси», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Строительство министрĕ Владимир Михайлов регион 2017 çулта нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли программăна пурнăçламашкăн яма пултаракан укçа виçине палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Çак виçе 1,34 миллиард тенкĕрен те иртет. Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ: «Çак укçапа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен интересĕсене тĕпе хурса туллин усă курмалла. Строительство министерствин муниципалитетсем çирĕплетнĕ плансене пурнăçлаймасран сыхланмалла».

Ларура çавăн пекех республика бюджетĕнчен муниципалитетсенче вĕсен харпăрлăхĕнчи гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсама уйăракан субсидисене валеçес ыйтăва пăхса тухрĕç. Шыв объекчĕсемпе усă курмалли тата вĕсене сыхламалли мероприятисем валли Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 15,5 миллион тенкĕ субсиди пама палăртнă, республика бюджечĕ те хăйĕн тÿпине хывать — 870 пин тенкĕ. Çак укçапа Патăрьел тата Куславкка районĕсенчи икĕ техника сооруженине тĕпрен юсама усă курĕç.

Кăçал автомобиль çулĕсене юсама уйăракан укçа мĕнле ĕçсем валли каясси те уçăмлă. Кун пирки транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Тимофеев пĕлтерчĕ. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче регион пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене тума тата юсама 100 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ларура тунă йышăнупа килĕшÿллĕн ку укçана çапларах пайлаççĕ: çулсем тума тата реконструкцилеме — 94 миллион тенкĕ ытларах, кадастр ĕçĕсем валли тата çулсем валли илекен çĕрсемшĕн тÿлеме — 3 миллион тенке яхăн, проектпа шырав ĕçĕсем валли — 3 миллион тенкĕ ытларах. Аса илтерни вырăнлă: ЧР Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕпе тан-лашать. Регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсен хушшинчи çулсене тума, вĕсене юсама тата тытса тăма çак фондран кăçал 1,2 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

Ларура республикăн транспорт тытăмне тата çут çанталăкпа чĕртавар ресурсĕсен хăватне аталантармалли патшалăх программисене улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурса хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Унăн регионти тапхăрне ирттерес ыйтăва татса пачĕç. Муниципалитетсенчен документсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнĕç. Заявкăсене виçĕ номинаципе хатĕрлеме юрать: хула строительстви, муниципалитетăн экономика политики тата халăхпа тытакан çыхăну. Наталья Тимофеева шучĕпе, «çак конкурс — муниципалитетсемшĕн хăйсен тухăçлă ĕçне кăтартмалли питĕ лайăх мел». Çĕнтерÿçĕсене па-лăртмашкăн районсемпе хуласенче пурăнакансем чиновниксен ĕçне мĕнлерех хакланине те шута илĕç.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай ДМИТРИЕВ

Рубрика: