Комментари хушас

24 Кăрлач, 2017

Самбо çĕнтерме тата хÿтĕленме вĕрентет

Чăваш Ен самбона аталантаракан чи лайăх регион теççĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра спортăн çак тĕсĕ вăй илчĕ. Шупашкар Пĕтĕм Раççейри «Самбо кунĕсем» форума йышăнни те ахальтен мар. Кăрлачăн 20-мĕшĕнче иртнĕ мероприятие Атăлçи округĕнчи спорт отраслĕн хастарĕсем хутшăнчĕç.

«Пирĕн республикăра асăннă спортăн икĕ шкулĕ ĕçлет, чылай районпа хулара самбо секцийĕсемпе уйрăмĕсем пур. Самбопа туслисен йышĕ — 2000 ытла, вĕсенчен 1615-шĕ спорт шкулĕсенче ăсталăха туптать. Çамрăксемпе 32 тренер ĕçлет. РФ пĕрлештернĕ командинче — 16 çын. Пирĕн спортсменсем Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен кашни çулах наградăпа таврăнаççĕ», — пĕлтерчĕ ЧР самбо федерацийĕн ертÿçи Евгений Селиванов. Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре самбо спортне 1965 çулта аталантарма тытăннă. Çав çул Чулхулари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă Б.Лесных, А.Долгов, П.Михайлов тата М.Давыдов Шупашкарти тĕрлĕ предприятире секцисемпе уйрăмсем уçнă. 15 çул каялла республикăра самбо федерацине йĕркеленĕ.

Шупашкарти Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕсĕр пуçне самбистсене хатĕрлес тĕлĕшпе 2004 çултанпа «Четра» спорт клубĕ ăнăçлă ĕçлет. «Промтрактор» пĕрлешĕвĕн сывлăхпа спорт комплексне çÿресе пултаруллă яшсемпе хĕрсем сумлă ăмăртусенче нумай çитĕнÿ тăваççĕ. Çак керменте старт илчĕ те самбо форумĕ. Мероприятие Мускавран килнĕ сумлă хăнасем: РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕн заместителĕ Рашид Нургалиев генерал, Европăри тата Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕсен президенчĕ Сергей Елисеев, РФ вĕренÿпе наука министрĕн заместителĕ Вениамин Каганов, РФ самбо федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Горшуков генерал-лейтенант, РФ физвоспитанин йĕркелÿпе методика центрĕн директорĕ Николай Федченко уçрĕç.

РФ Хăрушсăрлăх Канашĕпе РФ самбо федерацийĕн пуçарăвĕпе самбона аталантарас тĕллевпе темиçе çул каялла пирĕн çĕршывра «Самбо — шкулсене» проект ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсенче секцисем уçăлаççĕ. Пирĕн тăрăхра ку енĕпе Шупашкарти 20, 22 тата 49-мĕш шкулсем тĕслĕх кăтартаççĕ. 2012 çулта 47-мĕш шкулта республикăра пĕрремĕш хут спорт класĕ уçăлнă. Хальхи вăхăтра çамрăк самбистсем тăватă класра вĕренеççĕ. Икĕ çул каялла хулари 59-мĕш шкул та çак проекта пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Хальхи вăхăтра Павел Боровиков вĕрентекенпе Анастасия Федорова тренер ертсе пыракан секцие 1-5-мĕш классенче пĕлÿ илекен 100 яхăн арçын ача çÿрет. Çамрăксен çитĕнĕвĕсем хальлĕхе пысăках мар пулин те малашне медальсемпе савăнтарасса кĕтеççĕ наставниксем. Тĕслĕх шкулăн пурнăçĕпе аякран килнĕ хăнасем те паллашрĕç. Пĕлÿ çурчĕн пысăк спортзалĕнче уçă урок иртрĕ: республикăри пултаруллă спортсменсем шкул ачисене хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри студентсен самбо лигине йĕркеленĕ, çавна май «Студентсен самбовĕ» проект çуралнă. Унăн председателĕ Вениамин Каганов каланă тăрăх — çак икĕ проект вăтам шкулсемпе професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене çыхăну йĕркелеме пулăшать. «Шкул çулĕсенче самбопа кăсăкланнă яш-кĕрĕмĕн университета вĕренме кĕрсен те ăсталăха аталантарма май пулĕ. Спортпа туслă пулни, уйрăмах самбопа, çамрăксене пулас профессие суйлама пулăшать. Калăпăр, йĕрке хуралĕн органĕсенче е çар службинче тĕреклисемпе патваррисем валли яланах алăк уçă. Спортăн çăмăл мар çулĕпе утса тухнисем ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçне вĕрентÿпе çыхăнтарни тата тренер ĕçне малалла тăсни ырă пулăм», — терĕ Вениамин Шаевич. Пирĕн республикăра кунашкал тĕслĕх сахал мар. Калăпăр, Шупашкарта пĕлтĕр уçăлнă маунтинбайк центрĕнче самбо секцине йĕркелерĕç. Пĕчĕк самбистсемпе Европа кубокĕн тата тĕнче ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Артем Щербаков ĕçлеме тытăнчĕ.

Форум ĕçне «Самбо — çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçри тĕп енсенчен пĕри» пленарлă лару тăсрĕ. Вăл Шупашкарти Самбо керменĕнче иртрĕ. Форума хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ. Вăл пирĕн республикăра самбо спортăн тĕп тĕсĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Чăваш çĕрĕ çинче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ пĕчĕк мар. Спортпа туслисен хушшинче самбистсен шучĕ пысăк. Вĕсем пире малашне те çĕнтерÿсемпе савăнтарасса, çитĕнекен ăру самбо шкулĕн ырă йăлисене тытса пырасса шанатăп», — терĕ Михаил Васильевич.

Лару хыççăн спорт учрежденийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем «çавра сĕтелте» самбона вĕрентÿ тытăмĕнче аталантарасси тавра калаçрĕç. Форум «Самбо — пурин валли те» уявпа вĕçленчĕ. Я.Ухсай ячĕллĕ кермен сцени çинче чăваш спортсменĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Рашид НУРГАЛИЕВ, РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕн заместителĕ:

— Самбо — наци спорчĕ. Вăл пирĕн халăх пуянлăхĕ пулса тăчĕ, çĕршыв кун-çулĕпе уйрăлми çыхăнура тăрать. Пирĕн паттăрсен хÿтĕленмелли тĕп «пăшал» алă-ура пулнă. Халăх пăхаттирĕсен çутă сăнарĕсем халап-юмахра çырăнса юлнă. Самбо хÿтĕленме вĕрентет: унпа кăсăкланакан хăйне кăна мар, çывăх çыннисемпе тус-юлташне те хÿтĕлеме пултарать. Самбопа туслă çын хăюллă, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Вăл вĕренÿре те, ĕçре те хастар, нихăçан та каялла чакмасть. Хăрушсăрлăх органĕсенче службăра тăракан кашни салтак, кашни офицер спортпа туслă. Çăлавçă-и, спецназовец-и — пурте вут-çулăма пĕр шикленмесĕр кĕреççĕ, шыва хăрамасăр сикеççĕ. Паттăрлăхпа чăтăмлăх — геройăн чи паха енĕсем. Çав вăхăтрах унăн тăшмана хисеплеме, ăна ăнланма пĕлмелле, мĕншĕн тесен вăл та çын. Самбо çак уйрăмлăхсене курма-туйма вĕрентет.

Сергей ЕЛИСЕЕВ, РФ самбо федерацийĕн президенчĕ:

— Самбо пирĕн çĕршывра çуралнă. Ун çинчен кашни çыннăн, кашни ачан пĕлмелле. Эпир кĕрешме мар, хÿтĕленме вĕрентетпĕр. Пирĕнтен ют çĕршывсем тĕслĕх илеççĕ. Калăпăр, самбо мелĕсемпе АПШ çарĕсенче усă кураççĕ. РФ Президенчĕ В.Путин, самбо уншăн ют маррине пурте пĕлетпĕр, пире пулăшса пыни самбо пĕлтерĕшне ÿстерет. Вĕренÿпе Оборона министерствисем тата федераци пĕрле çыхăнса ĕçлесе пĕрлехи проектсем пуçартăмăр, çакă самбона çÿллĕ шая çĕклеме пулăшĕ. Чăваш Енре самбо йăлисем питĕ çирĕп. Республикăра спорта аталантарас тĕллевпе нумай ĕçлеççĕ. Тренерсем те кунта питĕ тăрăшуллă. Чăваш спортсменĕсем çĕршыв чысне пысăк ăмăртусенче тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ. Шупашкара эпĕ яланах хаваспа килсе çÿретĕп, кунтан хавхаланса каятăп.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.