Комментари хушас

18 Кăрлач, 2017

ГРИППА ЧИРЛЕН, ХЫÇÇĂН

Вăй çук, апат анмасть, пуç çаврăнать... Грипп хыççăн йăлтах сывалса çитме çăмăл мар. Организма пулăшма икĕ эрнерен кая мар кирлĕ. Çак сĕнÿсене шута илме сĕнетпĕр.

Грипп вирусне чăтса ирттернĕ организма çирĕплетме уçă сывлăшра ытларах пулмалла, çителĕклĕ çывăрмалла. Усăллă çак япаласем пур çимĕçсенчен тăракан меню кирлĕ:

  •  белок — çуллă мар какайпа пулă, мăйăр /арахиссăр пуçне/, хĕвелçаврăнăш тĕшши, кăмпа;
  •  витаминсем, уйрăмах С витамин — шăлан çырли шĕвекĕ, пылак хĕрлĕ пăрăç, киви; В ушкăнри витаминсем — тулли тĕшĕрен пĕçернĕ пăтă;
  •  япаласен ылмашăнăвне, нерв, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕсене кирлĕ йод — тинĕс купăсти, тинĕс çимĕçĕсем;
  •  юнăн иммун клеткисене йĕркелеме кирлĕ тимĕрпе лити — какао, курага, хура слива, типĕтнĕ панулми, сысна пĕверĕ, çĕрулми, помидор, пулă, çăмарта;
  •  çут çанталăк ферменчĕсем — пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл, сăмсалантарнă тырă, йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем, йÿçĕтнĕ панулми, купăста, кăшман, помидор.

Юрамасть: кондитер çимĕçĕсем, макарон, паха сорт çăнăхран пĕçернĕ çăкăр.

Шута илме, чир хыççăн икĕ эрнерен те çак паллăсем апртатаççĕ пулсан тухтăр патне васкавлă каймалла:

  •  кун тăршшĕпех температура улшăнса тăрсан /тĕслĕхрен, ирхине 35,8 градус, каç енне 37,2 градус/;
  •  пуç ыратать, ăш пăтранать /ку менингит пирки систерме пултарать/;
  •  вăй пачах çук;
  •  кăкăрта ыратать /чĕре чирĕн палли/;
  •  манка симĕс-хăмăртарах тĕслĕ, çилĕм пекрех /ÿпке шыççин палли/.

Чир хыççăн иммунитета çирĕплетме хыр сиропĕ пулăшать.

Чĕрĕ хыр йĕпписене çумалла, типшĕнтермелле, аш арманĕпе авăртмалла. Эмальленĕ кастрюле хумалла, пĕтĕмпех хупламалăх сивĕ шыв хушмалла. Вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле, сивĕтмелле. Çăтă пусма татăкĕ витĕр сăрăхтармалла, пăчăртаса юхтармалла. Шĕвеке 1:1 шайлашупа сахăр ярса вăл ирĕлсе пĕтичченех ăшăтмалла. Консервант вырăнне кăштах лимон йÿçекĕ хушма юрать.

Сивĕнсен банкăсене ярса упрама холодильнике лартмалла. Ирсерен выç хырăмла 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 1 уйăх.

Сăмах май, хыр сиропне грипп вăхăтĕнче ĕçсен те лайăх, виçине ÿстермелле кăна — кунне 3-5-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.