Комментари хушас

4 Ака, 2014

Чылайлaха Кайма тивсен

Çывăх вăхăтра килтен пĕр-икĕ эрнелĕхе инçе çула кайма тивет. Вăхăтра шăварманран çав тапхăрта калчасем шанса лармĕç-ши тесе пăшăрханатăп.

Ольга ФАНДЕЕВА.

Красноармейски районĕ.

Кун пек чухне яланхи ансат мелпе усă курма пулать. Шыв тултарнă пĕр-пĕр пысăк савăта калча ешчĕкĕнчен çÿллĕрех вырăна лартăр. Унта йывăр япала çумне çирĕплетнĕ çăм çиппи «çăмхине» ярăр. Çипсене кашни калча туни патне çитмелле туса çирĕплетĕр.

Çак ĕç чăрмавлă пек туйăнать тăк тепĕр ансат майпа усă курма пултаратăр. Хальхи вăхăтра лавккасенче ятарлă гидрогель сутаççĕ. Вăл - полимер япала – акриламид. Порошок пек те, вĕтĕ пĕрчĕл­­­­­­лĕ гранулăсем те пулать. Çак япала нÿрĕк туртса темиçе çĕр хут пысăкланать.

Гидрогеле типĕлле тăпрана хушмалла, унтан шăвармалла. Калăпăшĕ пысăкланнăран тăпра ешчĕк­­рен чÿлмекрен тухса тăкăнма пултарать. Çавăнпа та калча тăприне малтан шывпа нÿретнĕ гранулăсем хушсан вырăнлăрах.

Гидрогель пулăшнипе шăвармалли тапхăра 6 хут ытла вăрăмлатма пулать. Пĕр тăваткал метр лаптăк валли 30 грамм им-çам çителĕклĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.