Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Руле мăшăрĕ тытать

«Çиларман» ушкăн юрăçи Александр Никифоров çу уйăхĕнче авланни пирки илтрĕм. Арăмĕ машинăллă, вăл Сашăна илсе çÿрет текен сăмах та сарăлнă.
Софья МАРИНИНА.
Шупашкар хули.

«Çиларман» ушкăн солисчĕ Александр Никифоров, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçленĕскер, теле- тата радиоертÿçĕ те. Сашăн пурнăçĕнчи улшăнусем пирки пĕлес тесе ун патне шăнкăравларăм.

«Чăн сăмахăн суйи çук», – çемье çавăрнине тунмарĕ вăл. Александрпа Зинаида çу уйăхĕнчех çырăннă, анчах туй ирттерме кĕркуннеччен тăхтанă. Çулла ĕç вăхăчĕ, çавăнпа вĕсем авăн уйăхĕнче хăна-вĕрле пухнă.

Пултаруллă юрăç суйланă пике Чăвашранах, малтан вăл Хусанти ипподромра ĕçленĕ. Зина лаша спорчĕн ăмăртăвĕнче сахал мар çитĕнÿ тунă, кубоксем те çĕнсе илнĕ. Тренерта ĕçлесе лашапа пĕр чĕлхе тупмалли вăрттăнлăхпа ыттисене паллаштарнă. Пулас мăшăр тахçанах пĕр-пĕрне палланă. Анчах вăхăт иртсен çеç туслăхĕ юратăва çаврăннă.

Зинаида машинăпа çÿренине те пытармарĕ Александр: «Автомобильпе çÿреме ĕмĕтленместĕп. Руль тытасси – яваплă ĕç. Таçта каймалла пулсан юлташсем илсе çÿретчĕç. Халĕ вара мăшăрăм пĕрле çула тухать».

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.