Комментари хушас

27 Утă, 2016

ПРОПОЛИС СИПЛЕТ

Çак рецептсем пирĕн организмăн сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ органне — пĕвере — сиплеме пулăшаççĕ. Прополис, пыл хурчĕн ытти çимĕçĕсем уйрăмах паха витĕм кÿреççĕ.

Пĕвер, ват çулĕсен чирĕсем

  •  Тин юхтарнă 1 стакан панулми сĕткенне 2 чей кашăкĕ пыл ярса ирĕлтермелле. Вăрах гепатит чухне 2 стакан сĕткене 1 чей кашăкĕ пыл ямалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.
  •  Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ типĕ шăлан çырлине, пылак тымара /корень солодки/, кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, петрушка çулçине, сельдерей çулçине, левзея курăкне, сысна курăкне /спорыш/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ порошока çемçетнĕ ăшă 100 грамм прополиспа хутăштармалла. Талăкри виçе — 2 хут усă курма 3 грамм. 1,5-шер грамм /шăрпăк вĕçĕ пысăкăш/ хутăша иртен каçчен тата каçран ирччен çăварта тытмалла. Çак вăхăтсем иртсен прополиса лайăх чăмламалла та çăтмалла е сурса пăрахмалла.

Эмел сывлăха лайăхлатас тĕлĕшпе талăкĕпех ĕçлетĕр. Ăна çăвартан апатланнă вăхăтра кăна кăларса илмелле, унтан каллех хыпмалла.

Сиплев пуçламăшĕнче çак чăмлак çăварăн лăймака сийне кăштах чĕпĕтме, сивĕтме е хĕртме пултарать. Çавăнпа малтанхи икĕ-виçĕ кун виçине хытах чакарма юрать, унтан майĕпен талăкра 3 грама çитермелле. Сывлăх витĕмлĕ лайăхлансан пĕр уйăх хушшинче виçене майĕпен хытах чакармалла.

Вăрах гепатит, пĕвер циррозĕ

  •  Кунне 2 хут çăварта çуршар чей кашăкĕ пылпа ама сĕчĕн /маточное молочко/ хутăшне /1 пай ама сĕчĕпе 100 пай пыл/ ирĕличченех тытмалла. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.

Палăртнă виçене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен кирлинчен ытлашши пулсан ыйхă пăсăлать, нервсем йĕркерен тухаççĕ, çăвар типет, аллерги пуçланать.

  •  10 апат кашăкĕ пыла 0,5 литр олива çăвĕпе тата 2 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Эмеле холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.