Комментари хушас

2 Пуш, 2016

ПУТЕНЕ ÇĂМАРТИ: ЧĔРРИ, ПĔÇЕРНИ

Путене çăмартин сиплĕ енĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтса темиçе çыру та килчĕ. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе Н.Бажукова фитотерапевт сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Сăмах май, путене çăмартине пÿлĕм температуринче 30 кун таран упрама юрать. Унăн усăллă енĕсем:

  • аллергие ямасть;
  • В ушкăнри, А витаминсем тата тĕрлĕ микроэлементсем пур;
  • чĕрри те, пĕçерни те, хуппи те усăллă. Анчах çăмартана вунă минутран ытларах пĕçерсен витаминсем пĕтеççĕ;
  • холестерин çук;
  • организм çăмăллăн йышăнать;
  • путене сальмонеллезпа чирлемест.

Путене çăмарти сывлăха пĕтĕмĕшле лайăхлатать, чĕре чирĕсем, гипертони, вар-хырăм чирĕсем, щит евĕрлĕ пар, сахăр диабечĕ аптратсан, иммунитет, куç, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ чаксан уйрăмах усăллă.

 

Усă курмалли меслетсем.

  • Профилактика тĕллевĕпе виçĕ-ултă уйăх эрнере икĕ-виçĕ хут вăтамран 4-6 чĕрĕ çăмарта выç хырăмла çимелле. Çур çултан тепĕр курс ирттерме юрать.

Организм паха япаласемпе пуян путене çăмартин хуппине те лайăх йышăнать. Хуппине типĕтмелле те кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Ăна çитĕннĕ çынсем кирек мĕнле апата 1 десерт е 1 апат кашăкĕ хушма пултараççĕ. 4-5 тумлам чĕрĕ лимон сĕткенĕпе ĕçсен лайăх.

  • Сиплев тĕллевĕпе 4-6 çăмартана лăкаса кăпăшлантармалла та ăшă шывпа сыпса выç хырăмла ĕçмелле.
  • Ăш пăтрансан, хырăмлăх тулсан 4 çăмартана 0,5 чей кашăкĕ сахăрпа кăпăшлантармалла, 20-30 миллилитр коньяк хушса выç хырăмла е апатсен хушшинче ĕçмелле.
  • Çÿçе çирĕплетме 5 çăмартана 3 чей кашăкĕ тип çупа лăкаса кăпăшлантармалла, 0,5 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Лайăх пăтратса çÿç тымарĕсене сăтăрсах сĕрмелле, пуçа алшăллипе чĕркемелле. 1 сехетрен тĕплĕ çуса тасатмалла. Маскăпа эрнере икĕ хут сипленмелле.
  • Астмăпа аптрасан чир вĕрĕлесрен хÿтĕленме 1 çăмартана чей кашăкĕ вĕçĕпе илнĕ пылпа хутăштарса апатчен пĕр сехет маларах çимелле. Унтан тепĕр виçе хатĕрлесе каçхине çывăрма выртас умĕн çимелле. Курс - 40 кун, икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле. Пĕр-виçĕ курс хыççăнах сывлăх лайăхланма кирлĕ, анчах чир шала кайнă пулсан сиплев курсĕсем татах ирттерме тивет.
  • Остеохондроз, сыпăсен чирĕсем тертлентерсен, çыхăсем туртăнсан, çапăнса ыраттарсан. 4-5 çăмартана уксус эссенцине ярса лартмалла. Уксус çăмартасене лайăх хуплатăр. 2-3 кунран хупă ирĕлет. 100 грамм тăварлă мар услам çу хушмалла, лайăх пăтратмалла. Маçа ыратакан вырăна сĕрсе типичченех сăтăрмалла, çемçе пусмапа витмелле, бинтпа çыхмалла, çаплах çĕр каçмалла. Курс - ыратни, шыçни иртиччен.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.