Комментари хушас

18 Пуш, 2014

Фермерсен тÿпи пысăк та...

Вун-вун çул каялла ялсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хальхи пек йывăрлăха тÿсмен. Пĕлмен те вĕсем вăл мĕн иккенне. Чăваш Енри хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Ильдар Чемеров каланă тăрăх - ун чухне колхозсемпе совхозсене çĕр-шыв хыснинчен 18% таранах дотаци панă. Çавăнпа пур хуçалăх та вăй илсе, аталанса пынă: хăйсен шучĕпе шкул, клуб, правлени, ферма çурчĕсем, ытти объект тунă. Вĕсемпе çынсем халĕ те анлă усă кураççĕ. «Çав çулсенче туса юлман пулсан паян вăй çитерес çукчĕ», - тесе иртнĕ вăхăта ырăпа аса илеççĕ, ертÿçĕсене тав тăваççĕ.

Совет Союзĕ аркансан пулăшу вун-вун хут чакрĕ, çавăнпа ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем пĕрин хыççăн тепри саланчĕç. Колхоз-совхоз вырăнне çĕнĕ тытăм - фермер юхăмĕ - çуралчĕ. Уйрăм çын хуçалăхĕ аталанма тытăнчĕ. Малтанлăха вĕсене çăмăл марччĕ. Çĕр памасăр тарăхтаратчĕç, парсан та лаптăка япăх вырăнта уйăратчĕç. Техникăсăр тертленекенсем лаша усрама ирĕк парсан лаштах сывласа ячĕç. Малтанхи вăхăтра ут йышĕ республикăра чăнласах пысăкчĕ.

2006 çулта «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ çула тухсан çĕр ĕçченне тĕрлĕ йышши кредит пама тытăнчĕç. Фермерсем те, ахаль çынсем те çĕнĕ, çав вăхăтрах пĕчĕкрех хăватлă техника илме пуçларĕç. Ял халăхне вара лаша кирлех пулмарĕ. Ăна кунĕн-çĕрĕн пăхмалла: çитермелле, шăвармалла... Тракторпа кирлĕ чухне кăна усă куратăн, апат та ыйтмасть.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - республикăра ут йышĕ çулсерен чакать. Мĕн пур тытăмри хуçалăхра 2009 çулта - 8064, 2010 ç. - 7709, 2011 ç. - 6879, 2013 çулта 6200 лаша пулнă. Чи нумаййи - Патăрьел, сахалли - Çĕрпÿ районĕсенче. ХФХсемпе уйрăм çын хуçалăхĕсенче кăтарту çапларах: 2009 ç. - 285, 2010ç. - 258, 2013 ç. - 200 ут. Улатăрпа Пăрачкав, Красноармейскипе Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿпе Шупашкар районĕсенчи фермерсемпе уйрăм çынсем янавар вуçех усрамаççĕ.

Канаш районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕринче - 713 киллĕ Уçырмара - виçĕ лаша çеç пулни тĕлĕнтерчĕ. «Çав вăхăтрах мотоблоксен шучĕ те çук», - тенĕччĕ мана ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов. Анчах çу кунĕсенче мотоблоксене ĕçлеттерекен çук. Вăй питти арçынсем хуласене шапаша тухса каяççĕ. Хĕрарăмсем усă курма пĕлмеççĕ. Çĕр улмине ирĕксĕрех пĕчĕк суха пуçа вĕренпе туртса çыраççĕ.

Вĕр çĕнĕ те хăватлăрах моторлă тракторсем туянма вăй çитерекен фермерсем пурри савăнтарать. Хăшĕ-пĕри вара саланнă хуçалăхсен шутран кăларнă техникине илме хевте çитернĕ.

Кивĕ сăхмана сапласа çитереймĕн теççĕ. Пĕр çĕрте питĕретĕн çеç, тепĕр тĕлте шăтса та тухать. Кивĕ трактор та çавах. Юсаса тăкак куратăн кăна. Çĕнĕрен туяннине, паллах, нимĕн те çитмест. Пĕлтĕр республикăра шута илнĕ 1647 ХФХран 80 ытла проценчĕ Раççей ял хуçалăх банкĕпе тачă çыхăну тытать.

Республикăри пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çулсерен ÿсет. 2006-2011 çулсенче «АПК аталанăвĕ» наци проектне тата «2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесе тăрасси» патшалăх программисене пурнăçа кĕртнĕ май ХФХсене, уйрăм çын хуçалăхĕсене 11,9 млрд тенкĕлĕх кредит панă.

Чăваш Енре инфратытăма лайăх аталантарнине тĕпе хурса РФ Правительстви кăçал пирĕн республикăри пĕчĕк хуçалăхсене пулăшмашкăн 540 млн тенкĕ уйăрас ыйтăва пăхса тухнă. Ку укçан пĕр пайĕпе чи малтанах çур аки ирттерме усă курĕç.

Хăш-пĕр районсенчи ХФХсен, уйрăм çын хуçалăхĕсен тÿпи ЧР агропромышленноç комплексĕ туса илекен тыр-пулпа пахча çимĕç калăпăшĕнче тĕлĕнмелле пысăк. Патăрьел, Елчĕк районĕсенче севок суханăн 70-80 процентне пĕчĕк хуçалăхсем туса илеççĕ. Элĕк енче çĕр улмине - 80-90% таранах.

ХФХсем республикăн кăнтăр енче йышлă. Ку тăрăхри районсенче фермерсен ассоциацине йĕркеленĕ. Хресченсем вăхăтран-вăхăт пухăнса хăйсене канăç паман ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Пухăва çÿременнисем тивĕçлĕ информаци илеймеççĕ. Çакă вĕсене аталанура ура хурать.

Пĕчĕк хуçалăхсем тирпейлекен отрасле çул пани савăнтарать. Тĕслĕхрен, Василий Семенов ХФХ /Куславкка районĕ/ купăста тăварласа-йÿçĕтсе Чăваш Ен тулашĕнче те услам тăвать. «Таябинка» агрофирма /Красноармейски районĕ, директорĕ - Александр Афанасьев/ çĕр улмине лайăх тасатса республикăн тĕп хулинче чылай пысăк хакпа сутать.

Фермерсен тÿпи пысăккине палăртрăмăр, анчах пĕлÿ шайĕпе мухтанмалли çук пулĕ. Ятарласа ял хуçалăх пĕлĕвне пурте илмен. Тĕрлĕ професси çыннисем вĕсен хушшинче: водитель, педагог, строитель... Манăн шухăшăмпа - республикăри аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче вĕсене хатĕрлекен факультет е уйрăм пулмаллах.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.