Комментари хушас

6 Пуш, 2014

Сумлă юбилей ячĕпе - конкурс

"Пĕлетĕр-и, мĕнле ÇЫН пулнă вăл..."

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче ТАСС çын пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленни пирки пĕлтернĕ. Юрий Алексеевич Гагаринăн "Кайрăмăр!" сăмахĕпе унăн 108 минутлăх вĕçевĕ наука прогресĕнче çĕнĕ тапхăр - тĕнче уçлăхне, çĕнĕлле тĕпчесси пуçланнине пĕлтернĕ. А.Г.Николаев космонавт летчикăн тăван ялĕнчи мемориал комплексĕпе "Хыпар" Издательство çурчĕ çак темăпа темиçе хут та конкурс ирттернĕ.

Халĕ "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене çырăнса илекенсен хушшинче тепĕр тупăшу ирттересси пирки хыпарлатпăр. "Пĕлетĕр-и, мĕнле ÇЫН пулнă вăл..." ятлă. Ăна Юрий Гагарин çуралнăранпа кăçалхи пуш уйăхĕнче 80 çул çитнине халалланă.

"Пĕлетĕр-и, мĕнле ÇЫН пулнă вăл..." конкурса 14 çул тултарнисенчен пуçласа кашниех хутшăнма пултарать. Пĕрремĕш космонавтăн сумлă юбилейне халалласа çырнă сăвăсене, юрăсене, рефератсене, электрон презентацисене, кивĕ сăн ÿкерчĕксене "Хыпар" хаçат редакцийĕнче кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕччен çак йĕркесен авторĕ йышăнать. Конкурса çĕртме уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерÿçĕсене Шуршăлти космонавтика музейĕнче чыслаççĕ.

Юрий СТЕПАНОВ.

Костя ВАСИЛЬЕВ /Вăрмар районĕ, Мăнçырма шкулĕ/

ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.