Комментари хушас

6 Пуш, 2014

Пире тăван кĕтсе... тăмасть

Тăвансемпе, çывăх çынсемпе туслă пулмалла тенипе кам тавлашĕ? Шел, тепĕр чухне тăван та - тăван мар, çывăх çын та - курайми тăшман вырăнĕнче. Район прокурорĕн кулленхи ĕçĕнче тĕл пулакан çакнашкал тĕслĕх юлашки вăхăтра нумайланнăн та туйăнать - ытла та çине-çинех: мĕн пайлатпăр, çывăх çынсене лăпкă та шăкăл-шăкăл пурăнмашкăн мĕн çитмест?

Нумаях пулмасть Тăвай районĕн миравай судйи 41 çулти Эдуард Павлов ĕçне тишкерчĕ. Ÿсĕрскер хăйĕн аппăшне, III ушкăн инвалидне, хĕненĕ - пуçĕнчен патакпа çапнă. Арçын хăй каланă тăрăх - хĕрарăм хуçалăхри ĕçсене туманшăн ун çине алă çĕкленĕ-мĕн. Лешĕ вара вулама-çырма та пĕлмест, япăх калаçать. Пĕр тăванĕ хĕненĕ хыççăн вăл çакăн çинчен кÿршисене пĕлтернĕ, ял тăрăхĕн администрацине çитнĕ.

Шăллĕ тунать - хĕнемен имĕш. Вăл судра та хĕрарăма хам ÿксе амантăм темешкĕн ÿкĕте кĕртнĕ. Çав вăхăтрах унран каçару ыйтма хăюлăх çитереймен. Суд арçынна 5 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăнчĕ.

Тепĕр тĕслĕхре 48 çулти Владимир Николаев амăшне йывăр суран кÿнĕ. Пĕрле эрех ĕçнĕ чух ватăскере куçĕнчен чăмăрĕпе чышнă - суккăрланмаллах! Эрех айăплă теме хăнăхнă. Тĕрĕссипе вара, паллă, ĕçкĕ мар, ĕçекенни айăплă. Çакна çирĕплетекенни кашни утăмра. Шăпах ÿсĕрле нумай преступлени тăваççĕ - ун пек чухне çывăх çынсем çине алă çĕклесси те часах.

Геннадий Сорокин, 1948 çулта çуралнăскер, хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чикнĕ. Маларах вара вĕсем тăваттăн пĕрле эрех ĕçнĕ. Çуттине туянма лавккана икĕ хут та кайса килнĕ. Иккĕшĕ çеç юлсан Сорокин кĕвĕçнипе харкашу пуçарнă. Кухньăна кайса çĕçĕ илсе килнĕ те хĕрарăма хырăмĕнчен чикнĕ. Çавăн хыççăн ним пулман пекех тепĕр пÿлĕме кайнă, ыйха путнă.

Суранланнăскер телефонпа хĕр тусне чĕнсе илнĕ, тепĕр пĕлĕшĕ килнĕ. Суранран юхакан юна хăйсем тĕллĕн чарайман, васкавлă медпулăшу чĕнсе илнипе çеç çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Медиксем вăхăтра килсе çитмен тĕк йывăр аманнăскер чĕрĕ юласси иккĕленÿллĕччĕ. Судра Сорокин айăпне йышăнчĕ, эрехе пула хăй мĕн хăтланнине те пĕлмен-мĕн. Суд ăна икĕ çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăнчĕ.

45 çулти Сергей Шибалов та ирĕклĕхсĕр юлать пуль. Вăл маларах та çакнашкал преступлени тунине кура суд ăна ирĕкре хăварасси иккĕленÿллĕ. Ÿсĕрскер килĕнче тăван мар ашшĕпе хирĕçсе кайнă. Тимĕр пăрăх татăкĕпе хăмсарса ăна вĕлерессипе хăратнă. Маларах вара миравай судья ăна 8 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннăччĕ - тăван мар ашшĕне вĕлерессипе хăратнăшăнах. Ирĕке тухсан Сергей тăван ялне таврăннă, каçхине пĕлĕшĕпе эрех ĕçнĕ. Килне çĕрле кăна çитнĕ. Каллех ватă çын çине сиксе ÿкнĕ, тимĕр татăкĕпе ăна тĕрлĕ çĕртен çапнă. Колони Шибаловшăн урок пулман иккен.

48 çулти Борис Барышов пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче мухмăрпа аптăранă. Эрех валли амăшĕнчен укçа ыйтнă. Лешĕ хирĕçленĕ те - ывăлĕ кинемее темиçе хут çапнă. Ашшĕ чарас тенĕ - ăна та лекнĕ. Çакăншăн суд нумаях пулмасть Барышова обязательнăй йĕркепе 200 сехет ĕçлеттермелли айăплав палăртрĕ. Çук, Борис тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн эрех туянма укçа паманшăн ватă ашшĕне каллех хĕненĕ. Черетлĕ хут уголовлă ĕç пуçарнă май халь çемçе приговорпа хăтăлса юлаймасть пуль.

...«Пире тăван кĕтсе тăрать», - юрлаççĕ чăвашсем. Çак тĕслĕхсем пирки шухăшлатăн та - хăш-пĕр тăван кĕтменни кĕтнинчен лайăхрах, тупата.


Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.