Комментари хушас

4 Пуш, 2014

Арестленине сутма юрамасть

Республикăри потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсенчен пĕрин председателĕ А. банкран 500 пин тенкĕ кредит илнĕ. Анчах ăна тавăрса парас тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçне пурнăçлайман...

Çавна май Федерацин суд приставĕсен службин Улатăрти пайĕн приставĕ район сучĕн йышăнăвне тĕпе хурса хайхискерĕн «Хендай» автомобильне арестленĕ. Яваплă управçă пулма парăмлă хуçине хăйнех палăртнă. Паллах, шанса панă çак пурлăха сутма, пытарма, урăх çынна пама юраманни пирки çирĕп асăрхаттарнă. А. вара çакна хăлхана чикмен. Арестленĕ пурлăха арăмĕ пулнăскерĕн Мордовире пурăнакан аппăшне сутса янă. Чăн та, ку ячĕшĕн кăна пулнă темелле - транспорт хатĕрĕпе арçын ним пулман пекех хăй усă курнă.

Анчах кăштахран çĕнĕ хуçа та машинăна сутма шут тытнă. Çавна май автомобиль хут çинче тата тепĕр çын аллине куçнă. Апла пулин те кооператив ертÿçи «кустăрмаллă урхамахпа» хăех усă курнă. Истори çакăнпа кăна та вĕçленмест-ха - кăштахран машинăна каллех тепĕр çынна сутнă.

Çапла вара А. Уголовлă кодексăн 312 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхнă преступлени тунă. Приставсем, паллах, автомобиле шыраса тупнă, вăл халь кооператив ертÿçин айăпне ĕнентермелли объект пулса тăнă. Арçын тĕлĕшпе вара асăннă статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Палăртса хăварни вырăнлă: çак преступленишĕн айăплине çирĕп яваплăх кĕтет: 80 пин тенкĕ таран е айăпланаканăн 6 уйăхри ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ штраф. Çавăн пекех 480 сехет таран обязательнăй йĕркепе е икĕ çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме, е ултă уйăх таран арестлеме, е икĕ çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.


К.АНТИПОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.