Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

Ампар тăрри тутăхать...

Пÿрт тăррине алюмини çăнăхĕнчен хатĕрленĕ сăрăпа сăрлатпăр. Утă хумалли хуралтă тăррине те çав меслетпех сăрланă. Анчах унăн çи виттийĕ тутăхать. Ку мĕнрен килет-ши.

А.СЕМЕНОВА.

Красноармейски районĕ.

Çырура эсир «ку пулăм сăрă пахалăхĕнчен килет пулĕ» тенĕ. Çук, апла мар. Металл çи витти хĕвел пайăркисене пула хăвăрт хĕрсе ăшăнать, сарăлать, çавна май сăрă вистенет, çи витти тутăхать. Ку - çут çанталăк саккунĕ. Çакна шута илсе час-часах сăрламалла. Ĕçе пуçăнас умĕн кивĕ сийне ятарлă щеткăпа лайăх тасатмалла. Икĕ хут сăрласан вырăнлăрах.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.