Комментари хушас

17 Çурла, 2015

Кампа, хăçан, мĕн чухлĕ? Василий САВИНКИН

Эрехне ĕçмешкĕн пĕлмелле,
Юлташа суйласа илмелле.
Чиккине вĕренмелле,
Киле чипер çитмелле.
 
Хăçан ĕçмеллине пĕлмелле,
Пĕр сăлтавсăр мĕншĕн хĕрмелле?
Çитермест ырри патне,
Пĕтерет, мур, нухратне.
 
Виçине те шутсăр пĕлмелле,
Унсăрăн пите хĕретмелле.
Пурнăçăн пулмасть çути
Виçерен иртсен "çутти".
 
Черккене тытмашкăн пĕлмелле,
Ĕçес марччĕ вĕçĕм тĕппипе.
Ĕçлеттер пуç мимине -
Сир хаяр çав шĕвекне.
 
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.