Комментари хушас

7 Çу, 2015

Чăваш иккенне çамка çине çырса хунă

Вăрнар районĕн администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова патне янă çырăва илтĕмĕр. Ăна пирĕн пата та çитернĕ май пичетлеме йышăнтăмăр.

«Ырă кун пултăр, Маргарита Николаевна! Сирĕн патăра Пушкăрт Республикинчен «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕ Аркадий Русаков çырать. Сăлтавĕ - кăçалхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче тухнă «Чуна ирĕке ярса чăвашла вĕрентесчĕ» статья. Унăн пĕрремĕш хушма ячĕ - «Вăрнар - вырăсланнă райцентр». Автор çак тăрăхра шкул ачисене республикăри патшалăх чĕлхине - чăваш чĕлхине - вĕрентес ĕçри çитменлĕхсем çинчен пăшăрханса та хумханса çырать. Вăрнарта ачасене чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене вырăс шкулĕсен программипе çеç вĕрентеççĕ. Ялсенчи оптимизациленĕ шкулсенчен райцентра килекен ачасене те çаплах ăс параççĕ. Вăрнар шкулĕсенче чăваш чĕлхи пÿлĕмĕсене те хамăр чĕлхепе çырса палăртман-мĕн. Тăван чĕлхерен писеççĕ иккен: коридорта учительсенчен те, директортан та, завучсенчен те, ачасенчен те чăваш сăмахĕ илтеймĕн - пурте вырăсла калаçаççĕ. Тăван чăваш чĕлхе хисепре мар кунта. Шкулти пур мероприяти вырăсла иртет. Статьяна вуланăçемĕн райцентра чăвашлăха аталантарас ĕçе чăваш чĕлхи учителĕсем çеç «туртса пынине» куратăп. Шкул администрацийĕ ку ĕçрен пăрăннине, çакăнпа çыхăннă йывăрлăхсене çĕнме шутламаннине, çăмăл çул шыранине тавçăратăн. «Ачасем вырăс программине хăйсен ирĕкĕпе суйланине çирĕплетрĕ шкул ертÿлĕхĕ» йĕркесем те çакнах калаççĕ. «Родители не хотят» теме çăмăлрах-çке!

Паянхи кун аслисем тăван чĕлхене мĕншĕн вĕрентме хирĕç пулнине ăнланма та пулать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче «Чăваш чĕлхи ялтан тухсан кирлĕ мар, вырăсла пĕлекен валли çеç пĕтĕм çул уçă» теместĕç-и-ха учительсем? Çапла ăс панине пула эпир хамăр чĕлхене юратман «зомбисем» пулса кайрăмăр. Çавсем ĕнтĕ ачисемпе мăнукĕсене те тăван сăмаха вĕрентессине хирĕç. Шкул ертÿлĕхĕ çак ыйту çивĕчлĕхне асăрхамасть тейĕн. Пухура, тĕлпулура ашшĕ-амăшĕпе ăнлантару ĕçĕ ирттерес, чăваш чĕлхин ят-сумне ÿстерес вырăнне алă сулаççĕ кăна. Çак ĕçшĕн çÿлерех ларакан пуçлăхсем çирĕп ыйтманран мар-ши ку?

Чылай ялта паян ачасем чăвашла калаçмасăр ÿсеççĕ, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи вăйлă витĕм кÿрет. Ача çуралсанах унăн ытамне лекет-çке: теттесем вырăсла юрлаççĕ-калаçаççĕ, компьютерпа планшетри вăйăсем те вырăсла, радио хыпарлавпа телекурав та кунĕпех çавнашкал кĕрлет... Çавсене пула чăваш ялĕнче çуралнă ача та вырăсла пуплеме тытăнать. Ятарласа вĕрентме те кирлĕ мар. Чăваш чĕлхи кирлĕлĕхне ăнланман ашшĕ-амăшĕ пекех манкурта /иртнине маннă, наци йăлинчен писнĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хавшанă çын/ çаврăнать. П.Столыпин: «Пĕчĕк харпăр хăй ăнланулăхлă халăх навус пекех, ун çинче тепĕр наци ÿссе чечекленет» тени тĕрĕсех килсе тухать-çке капла. Эпир, чăвашсем, тислĕке çаврăнатпăр мар-и? Манăн унăн йышши пулас килмест...

Статья çумĕнчи сăнÿкерчĕке тинкеретĕп. Парта хушшинче Вăрнар шкулĕн ачисем лараççĕ. Сăн-питрен вĕсем пурте тенĕ пекех - чăваш. Анчах чăвашла калаçаймаççĕ. Учитель ыйтнипе кăна паллă илессишĕн урокра пĕр-икĕ сăмах перкелешеççĕ. Коридора тухсанах манаççĕ. Çак ачасем чăвашла лайăх калаçма вĕренеймесĕрех шкулпа сывпуллашĕç. Мускавра е ытти хулара пĕлĕве тарăнлатма е ĕçлеме вырнаçĕç, çара кайĕç. Унта вĕсенчен: «Эсир камсем?» - тесе ыйтсан мĕн хуравлĕç-ши? «Вырăс» тесен вĕсем çине ăнланмасăр пăхĕç - ара, сăнран ун пек мар-çке. «Чăваш» тесен - тăван чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ!.. Парадокс! Уйрăмах Чăваш Республикинче çуралса ÿснисем пирки çапла калас килет. Юрĕ-ха, эпир, регион тулашĕнчисем, тутар-пушкăрт хушшинче пăтрашăнса пурăнатпăр, чăвашла вĕренмешкĕн пирĕн условисем те начартарах. Республика хулисемпе райцентрĕсенче вара чăваш чĕлхине мĕншĕн тивĕçлĕ шайра вĕрентмеççĕ? Ачасене тăван чĕлхене вырăс программипе çеç ăс пани тĕлĕнтерет те, кулянтарать те пире.

Маргарита Николаевна! Эсир хăвăр ĕçре, ачасемпе, учительсемпе, директорсемпе чăвашла хутшăнатăр-и? Шкул администрацине, вĕрентекенсене ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе чăвашла калаçма сĕнетĕр-и? Пухусенче, ытти мероприятире чăваш чĕлхине сарасси пирки чĕнсе калатăр-и? «Çапла» тесе хуравласан эсир хăвăр тĕслĕхпе чĕлхе сумне ÿстерни вырăннех хурăттăм».

Аркадий РУСАКОВ.

Пушкăртстан.

Хушса калани. Эпир, чăвашсем, тем пек тăрăшсан та, çав тери лайăх калаçма вĕренсен те пурпĕр вырăс пулаймăпăр. Пирĕн çамка çине пин-пин çул каяллах авалхи мăн асаттесен юнĕ эпир чăвашсем пулнине çырса хунă. Çавăнпа «Вăрнар - вырăсланнă райцентр» тени тĕрĕсех те мар пуль, «Вăрнар - тăван чĕлхене хисеплемен чăваш райцентрĕ» тени чăнпа тÿр килет.

Атьăр-ха, авалхи чаплă несĕлсен ятне вараламасăр чăвашсемех пулса юлар. Вĕсенчен сыхланса юлнă чĕлхемĕре, халăх пуянлăхне, хисеплер, вĕренер, çак ĕçри çитменлĕхсене çине тăрса пĕтерер. Эпир - Раççейре пурăнакан наци, çавăнпа чăвашла та, вырăсла та пĕрешкелех лайăх пĕлмелле. Çакăн хыççăн çеç хисепе тивĕç халăх пулайăпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.