Кадет корпусĕнче — Уçă алăксен кунĕ

15 Раштав, 2018

Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче паян, раштавăн 15-мĕшĕнче, Уçă алăксен кунĕ иртрĕ.

Мĕнле условисенче пурăнаççĕ-ха хупă вĕренÿ заведенийĕнче ачасем? Уроксемпе хушма занятисем еплерех иртеççĕ? Кадетсен канма вăхăт пур-и? Вĕрентекенсемпе тренерсен, офицерсен çул çитменнисем пирки шухăш-кăмăлĕ, асăрхаттарăвĕсем мĕнлерех? Çакнашкал ыйтусен хуравне тупма тăрăшрĕ те ашшĕ-амăшĕ.

Патриотлăх туйăмне никĕслекен шкулта хăнасем уçă уроксенче ларчĕç, столовăйра ачасем çиекен апата тутанса пăхрĕç, çывăрмалли корпусра пулчĕç, вĕренекенсен вăйĕпе хатĕрленĕ концерта курса киленчĕç. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче çитĕннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатрĕç.

Наталья ОСИПОВА, 12 çулти Олег амăшĕ:
Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта вĕреннĕ ывăлăм кадет корпусĕнче пĕлÿ илме тытăннишĕн çав тери хĕпĕртетĕп. Тĕрĕссипе, ача пуласлăхра мĕнле çулпа каяссине суйламан-ха, анчах çакăнта вăл тĕрлĕ енлĕ аталанасси иккĕлентермест. Ачасем лагерьсене тухса çÿрени тавра курăмне анлăлатать, кăмăлне çирĕплетет, сывлăхне тĕреклетет. Паян кунта килсе курни эпир шаннине тÿрре кăларчĕ.

Максим ВОЙТОВ, 5А класс кадечĕ:
Эпĕ — Шупашкартан. Кадет корпусне малашлăхра летчик пулас ĕмĕтпе килтĕм. Паян увольнение тухатпăр. Килшĕн малтан тунсăхлаттăм, халĕ аплах мар. Тус-юлташ чылай, кун йĕрки çирĕп те питĕ пуян — кичемленсе ларма вăхăт çук! Ирхине 6 сехетре çывăрса тăратпăр, зарядкăна тухатпăр, чупатпăр… Каç пулнине, отбой умĕн стройпа тăмалли вăхăт çитнине сиссе те юлаймастпăр. Атте-анне эпĕ хама çитĕннĕ çынла тыткалама пуçланине, йĕркене хăнăхнине сиснĕ те — хĕпĕртенине палăртаççĕ.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари

Комментари хушас