Питĕртен — çĕнтерÿпе

22 Чÿк, 2018

Питĕрте кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ ăмăртуран Чăваш Ен спортсменĕсем тивĕçлĕ вырăнсемпе таврăннă. Тупăшу чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче иртнĕ. 11 çамрăк спортсменăн команди 1-мĕш вырăна тухнă, 2-мĕшне Санкт-Петербург йышăннă. 3-мĕш вырăнта — Брянск облаçĕн спортсменĕсем.

Ылтăн медальсен хуçисем: Марина Антонова, Анна Кузнецова, Анатолий Узюкин (Н.В. Никольский ячĕллĕ ЧПК), Карина Алякина (Етĕрне районĕ, Тури Ачак шкулĕ), Даяна Бачина (Йĕпреç районĕ, Эйпеç шкулĕ), Иван Федоров (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ). Унсăр пуçне Чăваш Ен пухмачĕ виçĕ «кĕмĕлпе» тата икĕ «бронзăпа» пуянланнă.

www.hypar.ru

Тина ФЕДОРОВА. Unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари

И что бы мы делали без вашей очень хорошей идеи

Комментари хушас