«Сăваплă ят» викторина

21 Раштав, 2017

Митта Ваçлейĕ /1908-1957/ поэт, прозаик, куçаруçă тата критик чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ.

Аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитет. Хисеплĕ çыравçăн çуралнă кунне паллă тума пĕтĕм чăваш тĕнчи хатĕрленет. Юратнă поэта сума суса эпир те «Сăваплă ят» викторина йĕркелерĕмĕр. Ăна ирттерекенсем: Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ. Литература вăййине Чăваш Республикинче кăна мар тата Раççейĕн ытти регионĕнчи шкул ачисене, профессипе техника училищисенче, колледжсемпе техникумсенче вĕренекенсене, аслă шкул студенчĕсене, çамрăксене, вĕрентекенсемпе библиотека ĕçченĕсене, Митта Ваçлейĕн пултарулăхне юратакансене хутшăнма чĕнетпĕр.

Викторина хуравĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 номерлĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене /поля/ 2 см хăварса пичетлесе 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Митта Ваçлейĕн конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10- мĕш çурт, Чăваш наци конгресĕ, электрон почта: congress21@mail.ru. Телефонсем: 62-35-61, 62-82-05.

Вăйă-ăмăртăва хутшăнакансем! Ыйтусене хуравласа çырнă ĕçĕрте хăвăрăн хушамата, ята, аçăр ятне, ăçта тата миçемĕш класра /курсра/ вĕреннине е ĕçленине, шкул е кил адресне чăвашла тата вырăсла çырма ыйтатпăр. Çĕнтерÿçе тата призерсене чи тĕрĕс те тулли хуравланисенчен палăртăпăр, вĕсене Чăваш наци библиотекин дипломĕпе чыслăпăр, хушамачĕсемпе ячĕсене «Тăван Атăл» журналпа «Тантăш» хаçатра пичетлĕпĕр. Викторинăна хутшăннисене Чăваш наци конгресĕ хатĕрленĕ сертификата парăпăр.

Пĕтĕмлетÿпе чыслав Чăваш наци библиотекинче иртĕ. Чыслава хăçан ирттерессине маларах пĕлтерĕпĕр.

ЫЙТУСЕМ:

 

Комментари

Манăн ыйту пур, конкурсăн пĕтĕмлетĕвне хăçта тата хăçан кăларĕç.

Каярах пĕлтерĕпĕр)))

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.