Аслă Пуху çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе иртет

28 Юпа, 2017

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн вуннăмĕш Аслă Пухăвĕ иртет.

Паллă самантсемпе çыхăннă вăл: шăпах 100 çул каялла чăваш халăхĕн пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнă, 25 çул каялла  Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ.

Тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашсемшĕн çак пулăмсем витĕм кÿнех. Пĕр-пĕринпе çывăхланасси çаксенчен пуçланнă.

Сумлă форума республика ертÿлĕхĕ те хутшăнчĕ. Ун умĕн, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, чăваш ĕçĕн хастарĕсене, регионсенчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисене Правительство çуртĕнче йышăнчĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ отраслĕн министрĕсем тĕлпулчĕç, йăхташсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн президенчĕ Николай Угаслов доклад турĕ. ЧНК хăй мĕн пултарнине тума тăрăшать. Чăваш Акатуйĕ тăван республикăра кăна мар, çĕршыв тăрăх «çÿрет». Мускавран Крыма çитрĕ, кăçал Байкал кÿлли хĕрринче чăваш кĕвви-çемми янăрарĕ. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики», «Халăх тумĕ» фестиваль-конкурссем те, чăваш кĕрешĕвĕ те тата ытти те йăлана кĕчĕç. Пурнăçламалли татах пур. Вĕрентÿ ĕçĕнче тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăн парас, тĕнчери халăхсемпе, Атăлпа Урал хушшинчи кÿршĕсемпе çыхăнса ĕçлес тата ытти енĕпе çине тăрса вăй хумалла. Çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç доклада сÿтсе явакансем.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулнине палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ.

Михаил ИГНАТЬЕВ, ЧР Пуçлăхĕ:

- Наци вăйĕ - халăх пĕрлĕхĕнче. Вăл çук пулсан пире нимĕнле тĕллев те пулăшас, çăлас çук.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем çине тăнипе республикăра кăна мар, регионсенчи йăхташсем те çыхăнусене çирĕплетсе, туслăха вăйлатса пыраççĕ. Малалла та çаплах пултăр.

Николай УГАСЛОВ, ЧНК президенчĕ:

- Раççей Федерацицĕн тĕрлĕ тăрăхĕнчи чăвашсен наци культура пĕрлешĕвĕсен тата автономийĕсем çĕре яхăн. Регионсемпе ĕçлекен комитет ертсе пынипе конгресс хастарĕсем вĕсемпе ĕçлĕ çыхунусем йĕркелеççĕ. Йăхташсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Республикăпа регионсене вырăна тухса сьездсемпе форумсене, ларусемпе канашлусене, Чăваш культурин культурин кунĕсене, наци уявĕсемпе спорт мероприятийĕсене ирттерме хутшăнаççĕ. Эпир автономисене май килнĕ таран пулăшатпăр, уйрăм хастарсене хавхалантарса пыратпăр.

Лев КУРАКОВ, ЧР халăхсен ассамблейин председателĕ:

- Пирĕн паянхи тĕллев - халăхсен туслăхне çирĕплетесси, патриотизм туйăмне вăйлатасси. Чăваш наци конгресĕ çак ĕçре ырми-канми вăй хурать. Çапла - 25 çул.

Лидия ГРИГОРЬЕВА, Эстонири Нарва хулинчи чăваш обществин ертÿçи:

- Нарвăра эпир йышлах мар, пурĕ те çĕре яхăн çеç. Апла пулин те ытти халăх хушшинче хамăра тивĕçлĕ тытатпăр. Общество 2003-мĕш çулта чăмăртаннă. Çавăнтанпа хулара, Эстонире ирттерекен вун-вун мероприятие хутшăннă. Вырăнти халăха чăваш юрри-кĕввипе савăнтарнă. Акă çитес çул эпир те хамăрăн пĕчĕк юбилее паллă тăвăпăр. Ăна хула шайĕпе уявлăпăр. Чăваш Ен хăнисене те кĕтетпĕр.

Атнер ХУСАНКАЙ, ăсчах:

- ЧНК хастарĕсен паянхи ĕçĕ пĕр енлĕрех. Чăвашлăх ыйтăвĕ тавра пынăн туйăнать. Çав вăхăтрах тĕнчери халăхсемпе, Атăлпа Урал хушшинчи кÿршĕсемпе те çыхăнса ĕçлемелле. 21-мĕш ĕмĕрте ăс-хакăлпа чăваш тĕнчи курăмне аталантармалли идейăсене, шухăшсене пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене тытса пырсан халăх та, ЧНК та чĕрĕ пулĕç.

 

 

 

Рубрика: 

Комментари

Не понимаю, почему ЧНК полностью отрывается от Чувашского общественно-культурного Центра под руководством М. Юхмы. Почему нужно дублировать функции? А цели-то одни у двух гигантов-забота о целостности нации, сохранение языка, культуры, традиций чувашей. Забота о молодых чувашах. Оказание помощи активистам, выявление талантов и всесильная поддержка их. Работа с сильными во всех отношениях чувашскими кадрами и в Чувашии, и за пределами.Много у нас работы. Только вместе мы сильны.

Комментари хушас