Хăямат

28 Авăн, 2017

Денис Викторович ГОРДЕЕВ — Чăваш халăх çыравçи. Сăвăç, прозаик, тăлмач, драматург, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн пайташĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Денис Гордеев Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнчен, Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1961-1964 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. Ялти вăрманпром эртелĕнче, столярта, Комсомольскинчи «Октябрь ялавĕ» район хаçачĕн яваплă секретарĕнче, ялти вăтам шкулта учительте, унтан каллех тăван райхаçатăн яваплă секретарĕнче тата редактор çумĕнче, Муркашри «Çĕнтерÿ ялавĕ» райхаçат редакторĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай пуçлăхĕнче, «Тăван Атăл» журналăн пай редакторĕнче ĕçленĕ.

Повесть

Пулманах мар-ха кунашкалли. Каярах юлса киле таврăннă хыççăн çывăрса тăранаймастăн вара. Мăшăрĕ те, ачи те çакна хăнăхса çитнĕ те — ирхине ăна кансĕрлемеççĕ. Çывăртăрах тăраниччен. Тата ĕçĕнче вăл хăй хуçа. Ăна никам та каярах ĕçе тухрăн тесе юнаса тăракан çук.

Паян та мухмăрĕ сĕвĕрĕлсе çитейменскер аран-аран йăраланса тăчĕ. Патшасем те çуранах çÿренĕ вырăна мар, тĕпеле кĕчĕ. Арăмĕ вĕретнĕ чейникрен икĕ курка таранах ярса шыв ĕçрĕ те мĕнлерех çанталăк ярса панă-ха паян тесе чÿрече патне пычĕ. Мĕн амакĕ ку ара? Картишĕнче пĕр машина та курăнмасть. Пăхкаларĕ-пăхкаларĕ, куç тĕлне пĕри те пулмарĕ. Пуçне пăркаласа илчĕ те ăна-кăна ним тавçăрайман енне патшасем çуран çÿренĕ çĕрех кайса килем терĕ. Унтан таврăнсан та чÿрече умнех пырас килчĕ.

Унччен те пулмарĕ, капашсăр хытă кĕрлекен машина сасси илтĕнсе кайрĕ. Çÿп-çап турттараканни аплах кĕрлекен марччĕ-çке-ха тесе шухăшласа илчĕ кăна, чÿрече умне эвакуатор машинисем иккĕн тан умлăн-хыçлăн килсе чарăнчĕç. Пĕрин çинчен асфальт тикĕслекен катока, теприн çинчен бульдозер тесен вăл та марскерне антарчĕç. Ытти чухне çăмăл машинăсем лартакан вырăна çул сараканни йышăнчĕ.

Подъезд умĕнче кунĕ-çĕрĕпе сăмах вакласа ларакан кинемейсен сасси хула пуçлăхĕсем патне çитнĕ иккен. Хăçан пулсан та пĕр сăмах кăначчĕ вĕсен — такăнмасăр утса çÿреме те çук, кам якатса парĕ-ши çак асфальта?..

Анасла-анасла илнĕ хыççăн янахне хыпашлама пуçларĕ. Хырăнмаллах. Алăсем чĕтреççĕ пулсан та.

Тепĕр сехетрен пуçтарăнкаласа хваттертен тухрĕ. Унăн темиçе çул юхăнса выртнă картишне çĕнĕрен асфальтлама кам тата мĕн хистенине çав тери пĕлес килчĕ. Камран ыйтам-ха тесе шухăшласа тăнă хушăра ун умнех «Лада» пырса чарăнчĕ. Унтан кĕрнеклĕ арçын тухрĕ те машина алăкне хупмасăрах хĕрлĕ пиншак уртса янă арçынсем патнелле утса кайрĕ. Лешсем тÿрленсе тăчĕç. Ку ахаль çын мар, пуçлăхах пулнине Герман та тавçăрса илчĕ. Çакăнтан кăна ыйтмалла иккен пĕлес тенине.

Çакскер хăлаçланса илчĕ те картишне янратсах калаçма пуçларĕ:

— Путин килет Шупашкара. Пуçласа пулать вăл кунта. Шупашкар мĕнле хула пулнине пĕлес тейĕ. Илтрĕр-и? Унăн пĕр йăла пур, тет. Урампа иртсе пынă чухне ак çак картишне кĕрсе курар-ха тесе калать, тет. Çак картишне те кĕрсе курас терĕ тĕк Путин, пирĕн пуçсене касма та пултараççĕ. Илтрĕр-и? Илтрĕр пулсан ÿркенсе ан ĕçлĕр!

Кĕрнеклĕ арçын урăх калаçса тăмарĕ. Çаврăнчĕ те алăкне хупмасăрах хăварнă машина патнелле васкарĕ.

Германăн та никамран ним ыйтса тăмалли пулмарĕ. Анчах та темле вăй ăна тăлласах лартрĕ. Утса кайма тăнăскер чарăнса тăчĕ. Ку тем маннă-ха, аса илеймесĕр асапланать тесех шухăшламалла ăна курсан. Кĕсйисене ухтарма пикенчĕ. Пуçне пăркала-пăркала илчĕ.

Путин килет тенĕ хыççăн тăлласа лартнă вăй ĕç сĕтелĕ хушшинче тепĕр хут хускалчĕ. Хальхинче ал-урана чăлхантармарĕ, пуçа минретме тытăнчĕ. Пурнăç утăмĕ ăна темшĕн пĕрре те чаплă та пайталлă вырăна илсе çитересшĕн мар. Çĕршыв ертÿçипе юнашар пулса курнă хыççăн, тен, пурнăç утăмĕ те урăхланĕ? Ăна та, Германа, ку сумлă çынах тесе шутлама тавçăрайĕ. Пурнăç саккунĕ пурах пулсан вăл шăпах çапла пулмалла та. Пурнăç ырлăхĕ сана та тивĕçтĕр тесен пысăк вырăнти çын çумне куршанак пекех çыпçăнса лармалла. Путин çумнех çыпçăнма пулмĕ-ха, анчах унпа пĕр вăхăтлăха кăна та пулин пĕр йышра пулни теме тăрать. Хальхи пек çын куçĕнчен кăна пăхса пурăнмĕ Герман та. Хальхи пек пĕр пусшăнах çĕре ÿксе пуç çапмĕ. Хальхи пек ыйткалакан хăраххи пулмĕ.

Такамран та лайăхрах пĕлет-ха ку чăнлăха. Анчах майсем пулсах пыраймаççĕ-çке. Шевченко юбилейне паллă тума Украинăна кайсан, Украинăн ун чухнехи Президенчĕпе Кравченкăпа поэт палăкĕ умĕнче сăн ÿкерттернĕччĕ. Çав сăн ÿкерчĕксемпе кино кадрĕсене Шупашкара та илсе килнĕччĕ. Хаçатсем темшĕн пичетлесшĕнех пулмарĕç. Телевидени вара Шевченко палăкĕ умĕнче Кравченкăпа Герман юнашар тăнине пĕрререн-пĕрре кăтартрĕ. Пиар пулаймарĕ.

Хальхинче, хальхинче апла кăна тăвас марччĕ. Анчах епле майпа лекмелле-ха çĕршыв ертÿçин йышне? Кам пулăшайĕ?

Ĕç кунĕ вĕçленчĕ. Епле майпа та епле майпа, тени хухма мар, вăйланса та вăйланса кăна пычĕ. Çула майăн кĕрсе тухнă «Çăлкуç» кафе те пулăшаймарĕ.

Темиçе кунах асапланса çÿренĕ хыççăн шухăш тăрăлнă пек пулчĕ. Кун пек чухне пулăшакан кирлĕ. Çавна кăна тупмалла. Çавна шырама пикенчĕ те. Чи малтан университетра пĕр курсра вĕреннĕ, общежитире пĕр пÿлĕмре пурăннă Толя аса килчĕ. Халь ĕнтĕ ăна Герман кăна мар, мăшăрĕ те Толя тесе чĕнме хăяймасть пулĕ. Вăл халĕ республика Президенчĕн пулăшаканĕ. Çĕршыв ертÿçипе тĕл пулма йыш пуçтаракансенчен пĕри вăлах пулма пултарать. Ытлах аплах мар пулсан та, ку ĕçрен айккинче тăмастех.

Германа кÿренсе пурăнмалли унăн сахал мар-ха. Анчах хальччен вĕсене манмаллах ĕнтĕ. Телефонпа çыхăнни вырăнлах та пулмĕ. Ĕç пÿлĕмнех кайса лармалла тесе шухăшларĕ.

Советсен вăхăтĕнче чиновник патне йышăнăва лекме темех те марччĕ. Хальхисем патне тесен, çÿç-пуç вирелле тăрать. Апла пулин те Герман теветкеллĕх çухатмарĕ. Пĕр хăнăхнă пекех Правительство çурчĕ текенскерне кăнтăр апачĕ хыççăн кайма шутларĕ. Ир кÿлĕм унта канашлу та лару ирттереççĕ.

Юлашки хут кунта пулнăранпа темех улшăнман та иккен. Унччен миллионер ларакан сĕтелĕн тепĕр енче кĕтекенсем валли ларса тăма диван пурччĕ. Вăл курăнмарĕ. Герман такампа калаçакан милиционера сывлăх сунчĕ те телефон патне черете кайса тăчĕ. Ун умĕнче виççĕн-тăваттăнах телефона пĕр чарăнми çавăракан хĕрарăма шăл çыртса пăхса тăраççĕ. Лешĕ чăнах та номер хыççăн номер çавăрать.

Германăн нумай кĕтмелле пулмарĕ. Черет çитменччĕ-ха. Иккĕмĕш хутран палланă сасă илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ, Толя хăй курăнса кайрĕ. Герман тÿрех ун патне ыткăнчĕ.

— Мĕн-и, чăнах-и? — терĕ те чыхăнса кайрĕ.

Толя ун çине мăн кăмăллăн пăхса илчĕ.

Лăх-лăх ÿсĕркелесе пырне тасатрĕ те Герман вăрттăн хыпар пĕлесшĕн пулнă пек пăшăлтатрĕ.

— Путин чăнах Шупашкара килет штоль?

— Штоль кăна мар, чăнах килет. Вара мĕн?

— Унпа тĕл пулма май тупăнмĕ-ши тетĕп. Виç сăмах кăна каланă пулăттăм. Е алăран çыру тыттарăттăм.

— Нимпе те пулăшаймастăп, — терĕ те Толя утса кайрĕ.

Пуç чиксе мар, пуç каçăртса тухрĕ Герман Правительство çуртĕнчен, Чăваш Республикин ялавĕ çине пăхса илчĕ. Вĕлкĕшмест. Усăнса тăрать. Çил çук. Çавăнпа.

Хăямат 6

«Çăлкуç» кафене кайса ларма шутларĕ. Чуна хĕртсе яма та, чуна пусарма та пулать унта. Тин кăна Герман хăех хупнă алăк яриех уçăлса кайрĕ. Аюпов саркаланса утса тухрĕ. Вăл республика ялавне пăхмарĕ. Ретпе лартса тухнă машинăсен хушшинче хăйне кĕтекеннине шырарĕ. Ăна кĕтекен машина вырăнтан хускалсан Аюпов Герман еннелле çаврăнчĕ те пуç ухса илчĕ. Герман та парăмра юлмарĕ. Аюпов патне пырсах ăна алă пачĕ. Тем самантра тулашса, вĕчĕхсе çитнĕ чун пушанса юлчĕ. Акă кама пуç çапмалла иккен. Аюпов та республика Президенчĕн çывăх çынни шутланать.

Анкетăсенче хăш халăх çынни тесе çырать-ши хăйне? Ăна Герман пĕлмест паллах. Вырăсла кăна калаçса пурăнать те, тĕрĕк чĕлхин сĕмĕ çухалма та ĕлкĕрнĕ. Анчах чăвашран йĕрĕнни тÿрех сисĕнет.

Трактор тăвакансен культура керменĕнче сăра фестивалĕ иртнĕччĕ. Ун пек çĕре Герман ятарласа чĕнессе кĕтмест. Пĕрне те сиктермест. Кашнинчех республика ертÿçисен йышне лекме тăрăшать. Уяв апатне пĕрле юлас тесе. Сана чĕнмен тесе хальччен ăна никам та çавăтса кăларса яман-ха. Сăра фестивалĕн уяв апатĕнче шăпах Аюповпа пĕр сĕтел хушшинче пулнăччĕ. Пĕрремĕш черкке хыççăнах мар-ха, самаях хĕрсен, çак Аюпов чăваш сăрине мухтакансене хирĕç калаçма пуçларĕ. Чăваш сăри те чăваш сăри тени ăна тулаштармах пуçланăччĕ. Ăна тимлесшĕнех пулмарĕç те, Аюпов хĕремесленсех кайрĕ. Сĕтел хушшинче ларакансем çакна асăрхасшăн пулмарĕç. Вара Аюпов Даль словарĕ «чăваш» сăмаха еплерех ăнлантарнине калама пуçларĕ.

— Чух-чух, чуш-чуш, всякий калмык Иван Иванович, всякий чуваш Василий Иванович, — терĕ те Аюпов хăй умĕнчи сăра куркине айккинерех шутарса та хучĕ.

Герман ура çине сиксе тăчĕ.

— Пĕлетĕр-и? Наци хирĕçĕвĕсене хĕтĕртсе тăнăшăн айăплама та пултараççĕ сире...

Аюпов самантрах шăпланчĕ. Герман ăнланчĕ. Ку çынна усал чап саратăп тесе хăратса пурăнма пулать иккен. Малалла вулас...

 

Комментари

Мĕн-и, ку повесть Анатолий Смолинпа Валери Туркай çинчен мар-и?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.