Савăннă ачасем автобусра чăвашла юрласа çула кĕскетнĕ

Пултаруллă ачасене аталанма пулăшакан вĕрентекенсене хавхалантарас тĕллевпе пĕлтĕр республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шкул ачисен пĕтĕм Раççей олимпиадисенче çĕн­терекенсемпе призерсене хатĕрлекен учительсене укçан хавхалантарма йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕнтерÿçе вĕрентсе хатĕрлекенсем — 250 пин, призера хатĕрлекенсем 150 пин тенкĕ преми илеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей учителĕ Надежда Захарова — çак премие чи малтан тивĕçнисенчен пĕри. Ачасене биологипе экологи предмечĕсене алла илме пулăшаканскер 2013 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ятне тивĕçнĕ. 2014 çулта Раççейри вĕрентекенсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Йышлă çемьери пурнăç еккипе

— Надежда Станиславовна, республикăри кăна мар, Раççейри чи маттур педагогсенчен пĕри пулса тăма темĕнле уйрăм шкулта, ыттисенчен раснарах йĕркепе вĕренни пулăшрĕ-и?

— Апла мар паллах. Чăваш Енре пултаруллă вĕрентекен нумай, чылайăшĕ хăй çуралса ÿснĕ вырăнти шкултах ăс пухнă, республикăри вĕрентÿ заведенийĕнчех аслă пĕлÿ алла илнĕ. Хăйсен профессине ăнсăртран мар, чун ыйтнипе, çав тери юратнипе пурăна киле сулмаклă çитĕнÿсем тунă.

— Эсир çав «юратăва» ăçти çăлкуçра астиврĕр, унăн техĕмне туйма камсем пулăшрĕç?

— Елчĕк районĕнчи пы-ы-ысăк ялта, Аслă Пăла Тимешре, çуралса çитĕнтĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕ... «Победа» колхоз ят-сумĕ республикипе кĕрлесе тăнă, ялта участок больници уçнă вăхăт. Унта ĕçлеме ăçтан кăна, кам кăна килмен-ши?! Икĕ хутлă шкул, икĕ хутлă культура керменĕ, чаплă лавккасем — тăван тăрăхри пурнăçăн çакăн пек таппинче аттепе анне пĕр-пĕрне шыраса тупнă та çемье тĕвĕленĕ. Часах çут тĕнчене эпĕ килнĕ. Ман хыççăн — тата икĕ йăмăк, Иринăпа Марина. Çапла Сапожниковсем йышлă çемье пулса тăнă: асаттепе, асаннепе пĕрле пурăннă эпир.

— Ахăртнех, пурнăçри чи малтанхи вĕрентекенĕрсем кил-йышри аслă çынсем пулнă та.

— Чăнахах çапла. Аттепе анне кунĕпех ĕçреччĕ. Анне Альбина Александровна участок больницинче педиатр çумĕнчи медсестрара 30 çул ытла вăй хучĕ. Атте те Станислав Николаевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр вырăнта ĕçлерĕ — колхозра водительччĕ. Эпир асаттепе асанне çумĕнче кĕштĕртетнĕ ĕнтĕ. Пире саспаллисемпе паллаштарассишĕн те асанне тăрмашнă. Азбукăна иксĕмĕр еплерех «шĕкĕлченине» астăватăп: кĕске текстсем, ÿкерчĕксем халĕ те куç умĕнчех. Ачапча шкулла вылянă чухне эпĕ яланах вĕрентекен рольне йышăнни те ахальтенех мар-тăр: куçа курăнман туртăм таçта шалта хĕмленнех.

Чăваш Ен патриочĕ

— Асăрхатăп та: эсир калаçура тăтăш тăван киле, аçăр-аннĕре аса илетĕр. Хăвăра пурнăç парнеленĕ çыннăрсемпе, тăван кĕтеспе çыхăну çирĕп пулас.

— Çапла, тăван ял, тăван кил маншăн тĕнче кăвапи вырăнĕнчех. Яла вăрах вăхăт каймасан çав тери тунсăхлатăп. Эсир калашле, вăй-хăват паракан çăлкуçах маншăн Аслă Пăла Тимеш. Халĕ, вĕрентекен ĕçĕнче самаях пысăк ят-сум çĕнсе илнине кура, ĕçтешĕмсен хушшинче: «Çакнашкал опытпа кунта юлмалла мар, çĕршывăн пысăк хулинелле талпăнмалла», — тесе сĕнекен — унта пултаруллă вĕрентекенсен ĕç укçи самай пысăкраххи çинчен систерсе ĕнтĕ — чылай. «Эпĕ Чăваш Енрен тухса каяймастăп, мана сывлăш пекех кирлĕ пуянлăхăм çакăнта, тăван тăрăхра», — тетĕп те хăшĕ-пĕри мана ăнланмасăр хулпуççине кăна сиктеркелет.

Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ тĕрлĕ хулара иртнĕ май юлашки çулсенче çĕршывăн чылай кĕтесĕнче пулма тиврĕ. Олимпиадăна хутшăнакансене кĕтсе илесси — хăйнеевĕр сумлă мероприяти. Хăнасене йышăнакансем хăйсен тăрăхĕн мăнаçлăхĕ-чапĕпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Пĕлетĕр-и: эпĕ те çакнашкал сумлă мероприяти хăçан та пулин пирĕн республика çĕрĕ çинче иртесси çинчен тахçанах ĕмĕтленме пуçланă. Мĕн кăтартнă, мĕн çинчен каласа панă пулăттăмăр тесе ялан шухăшлатăп.

2012 çулта республикăра чи нумай балл пухнă ачасен ушкăнĕпе — тĕрлĕ шкулта пĕлÿ илекен 11 вĕренекенпе — ертÿçĕ пулса Оренбурга çити хăрама пĕлмесĕрех тухса кайрăм. Ачасен йышĕнче Раççей призерĕн ятне тивĕçнисем те пулчĕç. Эх, мĕнлерех хĕпĕртерĕмĕр! Савă­нăçа ниçта шăнăçтарайманскерсем киле таврăннă чухне автобусра чăвашла юрларĕç. Пассажирсенчен хăшĕ-пĕри эпир мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлсен мĕн чухлĕ ырă сăмах каларĕ.

Çитĕннисенчен сисĕмлĕрех

— Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей уçăлнă чухнех ахаль шкул кăна пулман. Халĕ акă виçĕ çул пĕр сиктерми — Раççейри чи лайăх 500 шкул йышĕнче. Йывăр пулмарĕ-и хăнăхма?

— Малтанах çиччĕмĕшсене вĕрентме шанчĕç. Ачапа декрет отпускĕнче ларнă хыççăн аслă классене те пĕлÿ пама тытăнтăм. Класра 30-32-ĕн ларатчĕç — ура чĕтрени те пулнă паллах, анчах вĕренекенсен умĕнче çакна палăртман. Ачасене çавнашкал самантра та предмета юратма пăрахтарас мар тесе заданисене пурнăçри тĕслĕхсемпе çыхăнтарма майсем шыраттăм. Практика çине таянакан вĕрентĕвĕн усăлăхĕ кирек хăçан та пысăк. Кашни урокрах алă айĕнче хушма материалччĕ, тĕрлĕрен гербари, ытти...

— Ача ку е вăл предметпа урокра лайăх ĕлкĕрсе пынипех олимпиадăра çĕнтереймест. Çавнашкал ăмăртусем валли мĕнлерех ачасене суйлатăр?

— Çак ыйтăва вебинарсенче вĕрентекенсем те час-часах параççĕ. Эпĕ суйламастăп вĕсене, хăйсемех палăрса пыраççĕ. Малтанласа тĕпчев евĕр ĕçсене пĕтĕм класа паратăп. Вĕсене мĕнлерех пурнăçланинчен малашне кам малта пырасси, çĕнĕрен çĕнĕ утăмсемшĕн çунасси курăнать те. Учитель хăй тем пек тăрăшсан та ачана ку е вăл тупăшăва вăйпах хатĕрлентернипе ĕç тухмасть. Чи кирли — ачасене юратни. Вĕсем çитĕннисенчен чылай сисĕмлĕрех — вĕсен умĕнче «маска тăхăнни» çăлаймасть пире.

— Тава тивĕçлĕ вĕрентекен ятне иличченхи çул еплерех тумхахлине хăвăр кăна пĕлетĕр паллах.

— Çук, маншăн вăл тумхахлах пулман. Анчах çакна пĕлетĕп: мана вунпилĕк çул каялла вĕренекенĕмсем Раççей шайĕнче мала тухĕç тенĕ тĕк «кун пекки юмахра кăна пулать» тенĕн йăл кулăттăм çеç. Тепĕр тесен, вĕренекенĕмсен йышĕнче çавăн чухлĕ тухтăр, эколог, биолог пуласса та ĕненмĕттĕм. Халĕ ав çĕршывăн сумлă заведенийĕсенче аслă пĕлÿ илекеннисемех миçен! 2015 çулта хам иккĕмĕш класран /лицейре пуçламăш класах предмет учителĕ ертсе пырас йăла вăйра. — Авт./ ертсе пынă ушкăн вĕренсе тухрĕ. Тăван ачасем пекехчĕ вĕсем маншăн, сывпуллашма та йывăр пулчĕ. Хамăн хĕрĕмпе Кристинăпа унăн класри виçĕ тусĕ — Питĕрти К.И.Скрябин ячĕллĕ ветеринари академине, пилĕк вĕренекен вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕчĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем пулсан епле савăнмăн?

Тĕлĕкре те тĕлленмен преми

— Эсир вăйлă педагог пулнине пĕлсе сирĕн лицее тĕрлĕ гимназирен куçнă ачасем те пурри çинчен сас-хура хăлхана кĕнĕ.

— Вĕсенчен пĕри — Роман Замятин, халĕ вунпĕрмĕш класра вĕренет. Виçĕрешсенчен пĕри вăл, вĕсен çемйи çапла пĕр харăс йышланни çинчен хыпар республикипех сарăлнăччĕ. Хайхи çак арçын ача хулари 6-мĕш гимназире чипер вĕренсе пынă çĕртенех пĕр кунта çуралнă çывăх тăванĕсенчен — Никитăпа Даниилран — уйрăлса пирĕн шкула килчĕ. Биологипе питĕ кăсăкланни илсе çитернĕ иккен ăна кунта. Пултаруллăскер шăпах иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Раççейре экологипе иртнĕ олимпиадăра призер пулчĕ.

— Çав ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнса сире 250 пин тенкĕлĕх премие тивĕçме май туса параканĕ — Полина Павлова. Ун çинчен мĕн каланă пулăттăр?

— Преми тенĕрен, кун пекки çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен. Укçашăн ĕçленĕ пулсан шăпа, тен, çавăн пек çитĕнÿсемпе иртĕхтермĕччĕ те-и? Полина кĕçĕнрех классенче питĕ именчĕкчĕ. Тĕрĕссипе, Раççей шайне пĕртен-пĕрре тухса курсах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕ! Çакнашкал кăтарту пуласса шанман та — ачасем тăван хулана килсе çитиччен те ĕненмерĕм. Полина хăйĕншĕн ырă тĕслĕх хальхи вăхăтра М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн биологи факультетĕнче тăваттăмĕш çул вĕренекен Татьяна Федорова пулнине пытармасть. Кĕçĕн классенчи ачасене аслăрах ÿсĕмри маттур вĕренекенсемпе паллаштарассине йăлана кĕртнĕ эпĕ. Куç умĕнчи чĕрĕ тĕслĕх — пĕлÿшĕн ăнтăлма хистекен чи лайăх мел. Çапла Полина та малаллах ăнтăлчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл та студент, Питĕрти университетра пĕрремĕш курсра ăс пухать.

— Раççейре Экологи çулталăкĕ пырать. Ку çул сирĕншĕн, сирĕн юратнă вĕренекенĕрсемшĕн пушшех ăнăçлă пулассăн пек.

— Экологипе кăçалхи олимпиадăн юлашки тапхăрĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Питĕрте иртĕ. Унта республикăри çичĕ вĕренекенпе тухса кайăпăр. Республика чысне ачасем хальхинче те тивĕçлĕн хÿтĕлессе шансах тăратăп.

Ирина ИВАНОВА калаçнă

 

Ирина ИВАНОВА

2 Comments

А я с Надеждой Станиславовной

А я с Надеждой Станиславовной училась в одном классе.И очень рада за неё.Со школьной скамьи было заметно её тяга к учительству.Она тогда уже была старательной,ведущей в классе.Все её уважали,слушались,любили..А учителя в нашей в школе были самые лучшие.Спасибо им.А Надежде дай бог здоровья!Так держать!

Надежда Станиславовна –

Надежда Станиславовна – Учитель с большой буквы. Она была классным руководителем моего сына, я безмерно благодарна ей за понимание и поддержку.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.