Çивĕч ыйтусене маларах пĕлсе тăмалла
26 Aug, 2016

РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕ, истори наукисен докторĕ, Мускав патшалăх университечĕн патшалăх управлени факультечĕн деканĕ Вячеслав Никонов профессор Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне çитсе курчĕ. Унпа пĕрле медицина учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та паллашрĕ. Хăнасене Николай Николаев тĕп тухтăр кĕтсе илчĕ, центр çинчен каласа пачĕ.

Асăннă центра «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă, тĕнче стандартне тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтарнă. Кунта Раççейри, АПШри, Европăри паллă клиникăсенче ăсталăхне туптанă пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсем çитĕннисене кăна мар, пĕчĕккисене те кăткăс технологиллĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.

— Центрта çулталăкра çичĕ пине яхăн операци тăваççĕ, пирĕн специалистсем кирек хăш сыпăна та улăштарма пултараççĕ. Чирлĕ çын операци хыççăн тепĕр кунах ура çине тăрать, утса çÿрет. Хăш-пĕр сиплев хакĕ пилĕкçĕр пине яхăн тенке кайса ларать. Анчах пирĕн пациентсемшĕн вĕсем тÿлевсĕр, — пĕлтерчĕ Николай Николаев тĕп тухтăр.

Центра Атăлçи округĕнчи регионсенчен те сипленме килеççĕ. Вячеслав Никонов коридорта тухтăр йышăнасса кĕтсе ларакан çынсемпе калаçрĕ. Вĕсен хушшинче Мари Элтен, Кировран, Ижевскран килнисем пурччĕ. Пурте пĕр шухăша палăртрĕç: кунта кăмăллă йышăнаççĕ, лайăх пăхаççĕ, тутлă çитереççĕ, вăхăтра пулăшу параççĕ. Делегаци çавăн пекех поликлиника, пайăрка диагностикин, операци блокĕн тата медицина реабилитацийĕн уйрăмĕсен ĕçĕпе паллашрĕ.

— Курни, илтни кăмăла хускатрĕ, тĕлĕнтĕм, савăнтăм, — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Вячеслав Никонов. — Медицина учрежденийĕн ĕç кăтартăвĕсем чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Вунă çул каялла чирлисем сываласси пирки ĕмĕтленмен те, ĕмĕрлĕх сусăр пулса юлма пултарнă. Паян вĕсене ура çине тăратаççĕ. Специалистсен ăсталăхĕ пысăк, пултаруллă. Пациентсем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Кунашкал центрсем хăйсене туллин тÿрре кăлараççĕ.

Раççей Патшалăх Думин комитечĕн ертÿçи çавăн пекех центр коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Маншăн регионсенчи вĕрентÿ, медицина учрежденийĕсенчи çивĕч ыйтусене малтан пĕлсе тăни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Капла вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн татса пама майсем шырама меллĕрех пулĕ», — ĕçлĕ çулçÿрев тĕллевне палăртнă май пĕлтерчĕ Вячеслав Никонов.

В.БАГАДЕРОВА

В.БАГАДЕРОВА