Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх пур

14 Çу, 2015

Шкул йышĕ пĕчĕк пулсан та пысăк та курăмлă ĕçĕсемпе тахçанах палăрма ĕлкĕрнĕ. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши. Паллах, пĕршухăшлă пулса, канашласа, пур ĕçе те кар тăрса пурнăçланинче. Ачасене ăнланакан педагогсенчен вĕренекенсем тĕслĕх илсе, вĕсен сăмахĕсене ăса хывса пыраççĕ. Учительсем пĕлеççĕ, арçын ачасемпе хĕрачасен воспитанийĕнче вĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн тавракурăмне анлăлатмашкăн, пĕлĕвне ÿстермешкĕн шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлет. Шкулти, районти, республикăри тата ытти конкурссене, ăмăртусене те хутшăнмасăр юлмаççĕ вĕсем. Вĕрентекенсем те, ачасем те пĕринчен тепри хастартарах та маттуртарах. Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх пур.

Кунта пурĕ 57 ача пĕлÿ пухать. Çав шутра Тутар Республикине кĕрекен Вырăс Каркаларсем те. Кунта тĕрлĕ мероприяти, уявсем ирттересси йăлара. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсене халаллани чылай. Акă нумай пулмасть «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хурал» аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе иртнĕ акцие хутшăннă вĕсем. Хĕрлĕ ялав шкула çитнĕ ятпа мероприяти йĕркеленĕ. Ветерансем, тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем пухăннă унта. Салтак тумĕ тăхăннă ачасем çар юррисене чĕререн юрланă, ветерансене мирлĕ пурнăçшăн тав туса сăвăсем каланă, стройпа илемлĕн утнă...

«Полотно Победы» акцие те хастар хутшăннă шкул. Шурă пусма çине таврари ялсенчи салтак арăмĕсен ячĕсене тĕрлесе çырнă. Шел те, вĕсенчен нумайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Ветерансем те çулсерен сахалланса пыраççĕ. Çакă вĕрентекенсене те пăшăрхантармасть мар. Кайран ачасем ĕлĕкхи пурнăç çинчен кĕнекерен пĕлнисĕр пуçне камран ыйтса пĕлме пултарĕç-ха. Çакна шута илсе пиллĕкмĕш классем ялти ватăсене пулăшма кайнă чухне вĕсен пурнăçĕпе те тĕплĕн паллашаççĕ. Йăлтах ятарлă тетраде куçарса çыраççĕ. Мучисемпе кинемисем иртнипе хаваспах паллаштарни ачасене тата нумайрах тĕпчесе пĕлме хистет. Çак пуян информациллĕ тетрадьсем кайран шкулти таврапĕлÿ музейĕнче упранĕç. Ун пеккисем унта темиçе те пухăннă ĕнтĕ.

Пиллĕкмĕш классем ку ĕçре çеç маттурлăхĕпе палăрман. Вĕсем шкулти волонтерсем пулнă май тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Пур çĕрте те хăйсен ăс-хакăлĕпе, пуян пĕлĕвĕпе, анлă тавракурăмĕпе, ырă кăмăлĕпе те сăпайлăхĕпе палăраççĕ. Вĕсем туслă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансем кăшт юлса пыракан тантăшĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Спортпа туслисем те чылай. Уйрăмах тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнакан Таня Скобелевăна палăртмалла. Кире пуканĕ йăтассинче, армспортра хастар вăл. Пухмачĕ кашнинчех çĕнĕ грамотăсемпе пуянланать.

Вика Савинова вара юрра-ташша ăста. Районти ташăçăсен «Истоки вдохновения», «Грация» тата ытти конкурсĕсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Чун киленĕçне те тупнă вăл - пазлсенчен ÿкерчĕксем пуçтарассишĕн каçсах каять. Пин те пилĕкçĕр, виçĕ пин вак-тĕвек пайсенчен тăраканнисенчен темиçе пысăк илемлĕ ÿкерчĕк пуçтарса юлташĕсемпе тăванĕсене парнелеме те ĕлкĕрнĕ.

Наташа Мусалова та пултарулăх тĕнчине иленнĕ. Пĕчĕкренех кĕнекепе, хаçат-журналпа туслăскер сăвă пăхмасăр илемлĕ вулассинче чăн-чăн маçтăр. Унăн тантăшĕ Наташа Родионова пур конкурс-викторинăна та хастар хутшăннипе палăрать. Пĕр вăйă та, ăмăрту та унсăр иртмест. Хĕрачан амăшĕ чăваш, ашшĕ вара урăх халăх çынни, анчах ку ăна чăваш чĕлхипе хутшăнма пĕрре те чăрмантармасть. Малтан тăван чĕлхепе калаçма пĕлменскер халĕ çепĕççĕн чĕвĕлтетет çеç.

«Пирĕн кăтартусем - вĕрентекенсен тăрăшăвĕ»

- Пирĕн вĕренекенсем тупăшусене хутшăнмасăр нихăçан та юлмаççĕ. Эпир, вĕрентекенсем, вĕсен çитĕнĕвесĕмшĕн чунтан савăнатпăр, - терĕ çирĕм икĕ çул чăваш чĕлхи учительницинче ĕçлекен Алевтина Афанасьевна Иванова. - Кашни ачана мухтатăп. Эпир вĕсене ырă тĕслĕх çеç кăтартма тăрăшатпăр.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенне курсан пиллĕкмĕшсен сăнĕсем тÿрех йăл кулăпа çуталаççĕ. Мĕншĕн-ши. Тупсăмне пĕлес тесе юратнă уроксем, учительсем çинчен сăмах пуçартăмăр.

- Тăван чĕлхе урокĕ - чи юратнисенчен пĕри! - хăпартланса калаçрĕç ачасем. - Ăна пире Алевтина Афанасьевна вĕрентет. Унăн урокĕсенче питĕ интереслĕ. Хăш чухне вĕсем вăйă евĕрлĕ иртеççĕ, пĕр-пĕр темăпа пуçватмăшсем те хатĕрлетпĕр. Унсăр пуçне Алевтина Афанасьевна хитре ÿкерет, тĕрлет. Пире те çак ăсталăха алла илме вĕрентет. Тата вăл тĕрлĕ энциклопеди пухать. Вăл шкула та пуринчен малтан çитет вĕт! - пĕр пĕрне пÿлсе каласа пачĕç пиллĕкмĕш-сем.

Юратнă вĕрентекенĕ пирки арçын ачасемпе хĕрачасем пĕр чарăнми калама пултараççĕ иккен. Вăл тăрăшнипе вĕренекенсем илемлĕ ÿкерме, чăваш тĕррисене хитре тĕрлеме, тем те пĕр çыхма, вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ капăрлăх ăсталама, ташлама хăнăхаççĕ.

Алĕçĕ хĕрачасен киленĕçĕ çеç мар, арçын ачасем те унпа кăмăлтан кăсăкланаççĕ. Акă Дима Некрасов, сăмахран, тĕрĕ тĕрлеме питĕ юратать, çыхма та пултарать. Хĕрачасенчен пĕрре те кая мар.

- Димăна ансатрах ĕçсем хушма тăрăшатăп, вăл вара кăткăсраххисене суйласа илет, - тет Алевтина Афанасьевна маттур вĕренекенĕсене ырласа.

Шкулти туслă йыш кашни уява тĕплĕн хатĕрленме хăнăхнă. Чăваш чĕлхи кунне те тивĕçлипех паллă тунă вĕсем. Алевтина Афанасьевна пуçарнипе ятарлă стена хаçачĕ кăларнă, илемлĕ вулакансен конкурсне ирттернĕ. Чăваш халăх классикĕн Константин Ивановăн пултарулăхĕпе, Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Аслă классем буклетсем те хатĕрленĕ.

Пĕрне пĕри пулăшса, пĕрле канашласа ĕçленине тата мĕн çиттĕр. Чылай чухне çитĕнÿ тăвасси çак пĕрлĕхрен килет-çке. «Пĕрлешÿре - вăй», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем.

Нина ЦАРЫГИНА.

Елчĕк районĕ,

Кĕçĕн Таяпа шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.