Çирĕплетекен удостоверени - пĕлтерĕшлĕ документ

31 Çурла, 2016

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи вырăнти суйлав комиссийĕсенче çирĕплетекен удостоверени пама пуçланă. Суйлавçă унпа усă курса авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршыври кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлава хутшăнма пултарать.

Ĕнерхи кун тĕлне РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйламашкăн çирĕплетекен удостоверение пирĕн республикăра 2,5 пин çын илнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама кăшт сахалрах. Цифрăсен “чĕлхине” куçарсан çакă Чăваш Енри суйлавçăсен 0,25 проценчĕ пулать. Удостоверенисен йышĕ самай пысăк — 38 пин хатĕрленĕ.

Çак документа илес текенсен шучĕ вара суйлавччен 10 кун юлсан ытларах ÿсет. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса удостоверение суйлав участокĕсенче те пама пуçлаççĕ. Анчах та илнĕ документа çухатма е каялла тавăрса пама юрамасть, ăна тепĕр хут памаççĕ.

Çирĕплетекен удостоверение пĕр-пĕр сăлтава пула вырăнта суйлава хутшăнма пултарайманнисене пурне те параççĕ. Çавăнпа та вăл суйлавçăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăрать.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: