Çирĕп шăл - сывлăх палли
16 Dec, 2015 | Сывлăх

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Шупашкар хула стоматологийĕн» тепĕр поликлиники Алькеш поселокĕнче уçăлчĕ.

«Хулари стоматологи поликлиники» АУ тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов çирĕплетнĕ тăрăх - унашкалли хальлĕхе Раççейре пĕртен пĕрре: вăл йышăнакан пÿлĕмсене республика правительстви пулăшнипе, кредит укçипе усă курса тума май килнĕ.

Сиплев учрежденине çĕнĕ йышши оборудованипе тата пысăк технологипе пуянлатни, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Çапах та унăн тĕп пахалăхĕ - медицина пулăшăвĕпе ку тăрăхра пурăнакансене усă курма май туса пани. Паянхи кунччен Алькешсем шăл юсаттарма Кăнтăр поселокĕнчи 7- мĕш больницăна çÿренĕ. Тĕрĕссипе унта вĕсене терапевт кăна йышăннă. Çĕнĕ поликлиникăра ортопед, хирург тата ытти специалист пулăшăвĕпе çитĕннисене кăна мар, ачасене те тивĕçтереççĕ.

Поликлиникăна уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, официаллă ытти представитель хутшăнчĕ.

Алькешре пурăнакансене Михаил Игнатьев стоматологи поликлиники уçăлнă ятпа саламларĕ, кунта шăла сиплемешкĕн кăна мар, унăн çирĕплĕхне упрамашкăн та çулталăкра икĕ хут килмеллине аса илтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА