Çимĕкре – Асăну хăми

21 Çĕртме, 2016

Çимĕкре Элĕк районĕнчи Чулкаçра Алексей Николаевич Иванова, Чечня Республикинчи çапăçусене хутшăнса 2000 çулта пуç хунăскере, вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланăскере, халалласа Асăну хăми уçнă. Ăна хăюллă салтак çуралса ÿснĕ çурт çине вырнаçтарнă.

Асăну хăмине уçнă çĕре çывăх тăванĕсем, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, ял çыннисем пухăннă. Митингра Николай Трифоновпа Николай Иванов ĕç ветеранĕсем, Шуркасси Юнтапа вăтам шкул директорĕ Альберт Кондратьев сăмах каланă, ЧР Астăвăм кĕнекине кĕртнĕ ентешне ырăпа аса илнĕ. Алексей Ивановăн пĕртăванĕ Иван Асăну хăмине хатĕрлеме тата уçма пулăшнă тăванĕсене — Александр Всеволодович Виноградова тата Елена Михайловна Трофимовăна — чĕререн тав тунă. Мероприятие килнисем Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хунă.

Пĕлме: Алексей Иванов Элĕк районĕнчи Чулкаçра çуралса ÿснĕ, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1998 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Рядовой, аслă водитель 2000 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Чечня Республикинче çар хушăвне пурнăçланă чухне вилнĕ. Ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Тăван ялĕнче пытарнă. А.Иванов вĕреннĕ шкулта ăна халалланă Асăну хăми пур.

Рубрика: