Чуна ăшăтакан картинăсем

30 Кăрлач, 2015

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Арина Перцаль ÿнерçĕн ятарлă куравĕ уçăлнă.

Ӳнер искусствине кăмăллакансем ăна лайăх пĕлеççĕ. Сăмах май, вăл юлашки вăхăтра анлă палăрнă хăйнеевĕр ÿнерçĕн Алексей Альфонсăн хĕрĕ.

Иртнĕ кĕркунне Арина Алексеевна хăйĕн хĕрĕпе Чехири Теплице çывăхĕнчи курортра пулнă, унти çутçанталăка, тавралăх илемне нумай ÿкернĕ. Халĕ çав ĕçсемпе Шупашкар çыннисемпе хăнисем паллашма пултараççĕ.

Пирĕншĕн мĕн кăсăклă-ха. Хамăр пулса курман вырăнпа курнăçни, чикĕ çуккине ăнланса илни, тĕнчен тĕрлĕлĕхне ăша, ăса хывни.

"Çулсем мана кĕтеççĕ" экспозицине уçнă май Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ĕçченĕсем Людмила Кадикинăпа Виктор Рязанцев художница çинчен ырă сăмахсем каларĕç, "Унăн картинисем чуна ăшăтаççĕ", - терĕç.

Тимĕр АКТАШ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: