Чун витĕр кăлармалла

12 Пуш, 2016

Алексей МОСКОВСКИЙ,

юрăç

- Пирĕн халăх тĕлĕнмелле ĕçчен те тăрăшуллă. Мускав тăрăхĕнче те чăвашсене пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменшĕн, ÿркенменшĕн тата яваплăхшăн хисеплеççĕ. Çавăн пиркиех вĕсене тирпейлÿçĕ те, хуралçă та, урам шăлакан та, ача пăхакан та ниçтан та мар, чăваш çĕрĕнчен çеç кирлĕ. Пире ырăпа асăнни лайăх-ха, анчах та кил-çурта, çемьене пăрахса пурте Мускава тухса каяймастпăр-çке. Ахаль те ялсенче арçын юлмарĕ. Мăшăрĕсем пĕчченех хуçалăх тытса пыраççĕ, ачисене çитĕнтереççĕ, кил-тĕрĕшри мĕнпур ыйтăва татса параççĕ. Куншăн та савăнмаллиех çук, уйрăм пурăнсан çемье саланасси те часах. Çамрăксемпе вăйпитти çынсене ĕç кирлĕ. Ялсенчи хупăннă, пушă пÿртсем чуна ыраттараççĕ.

Кашни утăмра лавккасемпе кану центрĕсем уçăлаççĕ. Халăх валли район центрĕсенче пĕчĕк заводсем хута ярасчĕ. Калăпăр, сĕт-çу, сыр завочĕ… Халăх ютрине мар, хамăр апат-çимĕçе хапăл тусах туянĕччĕ. Чи кирли - çынсем валли ĕç вырăнĕ пулĕччĕ. Пирĕн халăх авалтан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тата çĕр çинче чакаланса пурăннă. Халĕ те маттур чăваш нумай. Çак йывăр тапхăрта ырми-канми тăрăшакан фермерсене, хуçалăхсене патшалăхăн хавхалантармалла. Вĕсене пула ял çапах «сывлакалать».

Республикăра культура ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта пулмалла тесе шухăшлатăп. Ăна çÿллĕ шайра тытса пымалла. Чăваш Енри культура çурчĕсем япăх мар. Çемьепе е нимелле, спонсорсене явăçтарса клуб юсакансем пурри савăнтарать. Ялта ĕç пулмасан та мăнтарăн халăхĕ культура вучахне упраса хăварасшăн тапаçланать. Хăш-пĕр яла çитетĕн те, вĕсем артистсемшĕн, юрăçсемшĕн тунсăхлани сисĕнет. Çавăнпа та пирĕн ял çыннисене çывăхрах пулма тăрăшмалла, яланах чунтан юрламалла. Репертуар, çи-пуç пуян пултăр. Тата кирек мĕнле ĕçе те ячĕшĕн мар, чун витĕр кăларни кирлĕ. Çавăн чухне çеç чăн-чăн çитĕнÿ пулать.

Чăваш юрăçисене «профессионал мар, Европа енне сулăннă, вырăс, ют çĕршыв юрăçисен кĕввине вăрланă… » тата тем те пĕр каласа пĕрмай вăрçаççĕ. Мĕн те пулин ырри, усăлли сĕнесчĕ. Темиçе çул тиркешеççĕ, анчах та тахçанах «ала витĕр кăларма» вăхăт çитни пирки шухăшламаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн Композиторсен союзĕ пур. Мĕншĕн вĕсем çак ыйтупа ĕçлемеççĕ, кам чарать? Чăваш эстрадине çĕнетес, вăйлатас тесе тăрăшни курăнмасть хальлĕхе. Юрăхлă, профессионал шайĕнчи юрă-кĕвĕпе çеç сцена çине тухма тытăнăпăр ун чухне. Эпир пĕртте хирĕç мар.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.