Чумикова Стамбулта ăмăртĕ

10 Пуш, 2017

Республикăри хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантаракан центрта ăсталăх пухакан Вероника Чумиковăна Раççейри пĕрлештернĕ команда йышĕпе черетлĕ ăмăртăва хатĕрленме сбора чĕнсе илнĕ.

Тренировкăсем Мускав облаçĕнчи пĕрлештернĕ командăсен хатĕрленÿ центрĕнче иртеççĕ. Вероника çĕршыври спортсменсемпе пĕрле Стамбулта /Турци/ иртекен пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăнма хатĕрленет. Арçынсенчен Даурен Куруглиев Чăваш Ен тата Дагестан чысне хÿтĕлĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас