Чукун çул промышленноçĕ вăй илет

7 Утă, 2017

Паян ЧР Правительство çуртĕнче «Чукун çул техники тăвакан производительсен пĕрлешĕвĕ» коммерцилле мар юлташлăхăн конференцийĕ иртрĕ. Унта юлташлăх членĕсем, Мускаври тата тĕрлĕ регионти промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Организаци йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалланă мероприятие юлташлăх президенчĕ Валентин Гапанович уçрĕ. Вăл каланă тăрăх — Раççейре транспорт машиностроенийĕ лайăх аталанать. «10 çулта эпир чукун çул промышленноçне упраса хăварма, унта çĕнĕ варкăш кĕртме пултартăмăр. Чукун çул производствине çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ, хальхи йышши технологисене ĕçе кĕртеççĕ», — терĕ ертÿçĕ.

Конференци ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «2013 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕпе коммерциллĕ мар юлташлăх килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă. Паянхи кун Чăваш Енри 5 предприяти чукун çул техники тăвакан производительсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Пирĕн промышленноçа аталанма пулăшать. Çывăх çулсенче пирĕн республикăра пысăк хăвăртлăхлă магистраль тума пуçламалла», — терĕ Михаил Васильевич.

Юрий ФИНК, Мускаври «Финк Электрик» компани гендиректорĕ:

— Пирĕн предприяти космос, чукун çул, авиаци тата ытти отрасль валли тĕрлĕ япала туса кăларать. Сăмахран, пассажирсене тата тавар турттаракан пуйăссене хăрушсăрлăх системипе тивĕçтертĕмĕр. Шупашкарта эпĕ 7 çул каялла пулнăччĕ. Ун чухне эпир хулари заводсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнăччĕ. Хальхинче мана Трактор музейĕ тĕлĕнтерчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: 

Комментари хушас