ЧР Пуçлăхĕ патĕнче – шкул ачи

8 Раштав, 2016

Ёнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Глеб Статкевичпа тĕл пулнă.

 7-мĕш класс ачи пулас технопаркпа кăсăкланнă. Михаил Васильевич Чăваш Ен инновациллĕ вĕрентÿ программине пурнăçа кĕртекен 17 регион йышне кĕнине пĕлтернĕ. “Кванториум” технопарк хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче тепĕр çул уçăлĕ. Унта 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем ăсталăха туптĕç. Вăл пысăк мастерской евĕр пулĕ. Хальхи йышши станоксем çинче çĕнĕ технологисемпе усă курса хăвăр шухăшăрсемпе ĕмĕтĕрсене пурнăçлама пултаратăр. Техно-парк çамрăксемпе ачасен пултарулăхне аталантармалли тĕп вырăн пулса тăма тивĕç”, — тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех шкул ачинчен çитĕнĕвĕсемпе юратнă предмечĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ, вĕренÿре ăнăçу суннă.

Аса илтеретпĕр, ача-пăча технопаркĕнче ултă енпе хатĕрлĕç. Мастерскойпа лабораторисĕр пуçне унта пысăк технологиллĕ цехсем, медиабиблиотека, канмалли вырăн, интерактивлă музей пулĕç.

 

А.МИХАЙЛОВ.