Чирлисене куçран вĕçертмеççĕ

12 Пуш, 2020

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ку ыйтупа нумай ĕç тунă, çав вăхăтрах уйрăм ыйтусем те çук мар. «Медицина организацийĕсене оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшпе бюджетра хушма укçа — 49 миллион тенкĕ — уйăртăмăр. Медицина маскисемпе лару-тăру йывăрччĕ. Паянхи кун тĕлне пур аптекăна та вĕсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ вĕсем çителĕклех. Социаллă сетьсенче пирĕн республикăра та коронавируспа чирленисем пуррине пĕлтернĕ. Паллах, ку суя хыпар. Кунашкал хыпарсене ĕненмелле мар. Ку ыйтпа çыхăннă çĕнĕлĕхсене Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче пĕлме пулать», — палăртрĕ регион ертÿçи.

— Чăваш Енри 15 стационарта 408 койка хатĕрленĕ. Чирлисене ыттисенчен уйăрмалли 44 бокс пур. Китайран Чăваш ене ĕçлеме килнĕ тата ют çĕршывсенчен таврăннă çынсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Кунашкаллисене 156 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 34-шне халĕ те сăнаса тăраççĕ. Телее, пирĕн республикăра коронвируспа чирлĕ çынсене тупса палăртман. Вируспа кĕрешес тĕллевпе 15 пин медика ятарласа вĕрентнĕ, нумайăшĕ семинарсенче хушма пĕлÿ панă. Республикăри медицина учрежденийĕсенче штаб вĕрентĕвĕсем ирттернĕ, — каласа кăтартрĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов. Вăл çавăн пекех халăх йышлă пухăнакан мероприятисене сахалрах ирттерме сĕнчĕ. Сăмах май, Крым Раççейпе пĕрлешнине халалланă концерт пулмасть.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ОРВИ тата гриппа чирлисен анализĕсене Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, иккĕленÿ çуратаканнисене /6 тĕслĕх/ Чулхулана илсе каяççĕ. «Ку чиртен хальлĕхе никамăн та иммунитет çук, çавăнпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла, сунасран вăхăтра сипленмелле», — терĕ Надежда Феофановна. Коронавирус ыйтăвĕпе министерствăра «хĕрÿ лини» ĕçлет: 26-14-14.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас