Чи маттуррисене – медаль

27 Çĕртме, 2017

Пăрачкав районĕнче иртнĕ Республика кунĕнче Ача-пăча фончĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх акцине пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал 7 миллион та 658 тенкĕ пухăннă. Ку — 1661 çынпа организацин тÿпи. Пăрачкав районĕ пухмача 370 пин тенкĕ хывса марафон çĕнтерÿçин ятне виççĕмĕш хут тивĕçнĕ. Акцие районти 70 ытла организаци хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшне Людмила Сычаевăпа Анатолий Страхов предпринимательсене «Ачасен меценачĕ» медальпе чысларĕç. Комсомольскипе Йĕпреç районĕсем те ыр кăмăллăх марафонне чылай укçа-тенкĕ хурса лидерсен йышне кĕнĕ.

Юрий КИСЛОВ, РФ Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ:

— 2004 çултанпа пирĕн фонд пухмачĕ темиçе миллион тенкĕпе пуянланчĕ. Пухнă укçа-тенкĕпе нумай ачаллă тата йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе сусăр ачасене пулăшатпăр. Больницăсем валли çĕнĕ оборудованисем туянатпăр, вĕренÿ учрежденийĕсене сĕтел-пуканпа, теттесемпе, кĕнекесемпе тивĕçтеретпĕр. Ял-хулара ача- пăча лапамĕсем тăватпăр. Пултаруллă ачасем стипенди илсе тăраççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.