Чи маттуррисем палăрнă

Шăмăршăра шкул ачисен 26-мĕш спартакиади старт илнĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртура чи маттуррисене палăртассишĕн вăй виçеççĕ. Çак кунсенче районта шашкăлла выляссипе турнир иртнĕ.

Унта 8 команда тупăшнă. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕпе 1-мĕш вырăна Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн çамрăк спортсменĕсем тухнă /тренерĕ Н.Чамеев/, пьедесталăн 2-мĕш картлашки çинче - Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсем /тренерĕ Н.Куприянов/. Виççĕмĕш наградăна Анат Чаткасран килнĕ ушкăн тивĕçнĕ /тренерĕ Н.Зыков/. Мала тухнисене хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе хавхалантарнă. Çĕнтерÿçĕсем çывăх кунсенче республикăри ăмăртусене хутшăнĕç.


И.ДАНИЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.