Чи лайăх выпускниксен сайчĕ

14 Кăрлач, 2016

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикинче чи лайăх выпускниксем пирки даннăйсем пухма тытăнĕç. Кайран вĕсем пирки "Чи лайăх выпускник" электрон ресурсра вуласа пĕлме пулĕ.

Çак проект пирĕн республикăра 2005 çултанпа пурнăçланать. Ку даннăйсем организацисемпе предприятисене ĕçченсене шырама пулăшĕç. Çапла майпа аслă шкул, техникум, колледж дипломне алла илнисене те ĕç тупма меллĕ пулĕ. Чи лайăх выпускниксен йышне хĕрлĕ диплома тивĕçнисем, тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунисем кĕртме пултараççĕ. Çак проекта çулсерен 500 ытла çамрăк хутшăнать.

Рубрика: