Чи лайăх тухтăрсем

22 Юпа, 2015

Нумаях пулмасть Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри чи лайăх тухтăр" конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Çĕнтерÿçĕсене РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова саламланă.

Чăваш Енрен унта Республикăри онкодиспансерăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Агафонкин кайнă. Унсăр пуçне конкурсра пирĕн республикăри тепĕр икĕ тухтăр палăрнă. "Чи лайăх офтальмолог" номинацире Республикăри офтальмологи клиника больницин тухтăрĕ Татьяна Наумова 3-мĕш вырăн йышăннă. Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерăн фтизиатрĕ Надежда Апраксина "Чи лайăх фтизиатр" номинацире 3-мĕш вырăна тухнă.

Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри чи лайăх тухтăр" конкурс 33 номинаципе иртнĕ. Кăçал унта 90 специалист çĕнтерÿçĕ ятне илтме пултарнă. Вĕсене дипломпа тата укçан хавхалантарнă. Пĕрремĕш вырăна тивĕçнисене - 500, иккĕмĕш вырăн йышăннисене - 300, виççĕмĕшне тухнисене 200 пин тенкĕ панă.

Рубрика: