Чи илемлĕ яла палăртĕç

17 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енре тепĕр конкурс иртĕ. Республикăри ялсен хушшинче «Çĕнĕ çулхи тĕп хула» конкурс йĕркеленĕ. Ăна раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕччен ирттереççĕ.

Конкурса хутшăнакансене çак номинацисемпе хаклĕç: «Çĕнĕ çулхи чăрăша чи илемлĕ капăрлатни», «Çĕнĕ çулхи чи лайăх мероприяти», «Хĕллехи чи лайăх спорт мероприятийĕ». Малтанах заявка памалла, мероприятисем пирки информаци çырмалла, сăн ÿкерчĕксемпе 10 слайд, видеоотчет /5 минутран ытла мар/ тумалла. Çĕнтерÿçĕсене Интернетра сасăлав ирттерсе палăртĕç. Вăл çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 13-20-мĕшĕсенче иртĕ. Хăшĕ сасă ытларах пухать - çавă çĕнтерÿçĕ пулать.

Рубрика: