"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Çапла майпа тухтăр ÿсекен ăрăва медицинăпа çывăхлатать

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вăл. «Турăран ку врач», — теççĕ ун пеккисем пирки. Чирлисене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та, сиплĕ курăкпа та сиплет. Сăмахăм Патăрьел районĕн тĕп больницин Турханти врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Анатолий Кольцов çинчен.

Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен пĕри — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси Эмилия Назарова. Вăл Владислав Николаевăн «Пихампар чунĕ манра» пьеси тăрăх Валерий Яковлев режиссер лартнă спектакльти Сипет сăнарĕпе «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире мала тухрĕ.

Чăваш ялĕсенче йăла-йĕрке манăçман-и?

Ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна епле уявланă? Паян çав йăла упранса юлнă-и? Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Çак тата ытти ыйтăва шăпах Мăнкун умĕн хускатас терĕмĕр.

«Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсене пĕрин хыççăн теприне арестлеççĕ. Федераци министрне... Хăрушă!» — влаçри çынсем саккуна пăхăнса ĕçлес тĕлĕшпе ĕç-пуç çивĕччине палăртса пуçарчĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев профессор. Коррупципе кĕрешессин çивĕч ыйтăвĕсене халалланă калаçу тĕплĕ те анлă пулчĕ.

Таçта та ĕçленĕ, темĕнпе те интересленнĕ пулсан та чунрине шурă хут çине куçарма яланах вăхăт тупнă вăл. Йăлана кĕнĕ ярăмри черетлĕ статьяна хатĕрлеме Трак тăрăхĕнчи Николай Ершов-Янгер патне çитрĕмĕр. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пурăнать ялти писатель?

Pages

Subscribe to "Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем