Чи ăста сухаçăсем камсем?

12 Утă, 2016

Утă уйăхĕн 8-мĕ-шĕнче Çĕрпÿ районĕнче республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕ иртнĕ. 18 районăн 23 конкурсанчĕ Агромаш-85ТК тракторсемпе тупăшнă.

Унта хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе нумаях пулмасть çыхăнтарнисем /чи çамрăкки 22 çулта/ те, пысăк стажлисем /Комсомольски районĕнчен пыни 57-ре/ те пуçтарăннă. Конкурса пĕр хĕрарăм — Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» ЯХПК механизаторĕ Надежда Концова — хутшăннă.

Кашни тракториста плугпа сухалама пĕр пек лаптăк /тăршшĕ — 100, анлăшĕ 10 метр/ уйăрса панă. ЧР Ял хуçалăх министерствин, ытти предприятин специалисчĕсене кĕртнĕ комисси Чăваш Енĕн чи ăста сухаçисене палăртнă.

«Профессири ăсталăх» номинацире Йĕпреç районĕнчи В.Корнилов хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Василий Корнилов 1-мĕш вырăн йышăннă.

«Чи опытлă механизатор» ята Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирма» ООО тракторисчĕ Геннадий Миронов тивĕçнĕ. «Чи çамрăк механизатор» номинацире Етĕрне районĕнчи О.Григорьева хресчен-фермер хуçалăхĕн хастарĕ Евгений Симолкин палăрнă. Надежда Концова — «Ытарайми механизатор» номинаци пики.

Рубрика: