Чĕркĕмĕл сиенлĕхне çавра сĕтелте сÿтсе явнă

21 Ака, 2017

Коммуналлă хытă каяш ыйтăвĕпе паян Шупашкарта çавра сĕтел иртнĕ. Ăна Чăваш Енĕн Общество палати, "Пĕлÿ" Раççейри обществăн республикăри организацийĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн геоэкологи кафедри, хулари Маяковский ячĕллĕ библиотека тата Вырăс географи обществин республикăри организацийĕ ирттернĕ.

Çавра сĕтеле пуçтарăннисем чĕркĕмĕллĕ лампăсене тата сиенлĕ ытти япалана пуçтарса тирпейлес ыйтусене сÿтсе явнă. Калаçу ытахальтен çуралман - чĕркĕмĕл калама çук сиенлĕ. Пуçтарăнса сÿтсе явнине резолюци евĕр хатĕрлесе влаç органĕсен тата общество организацийĕсен представителĕсене ярса парĕç.

www.hupar.ru

 

Комментари хушас