Чĕмпĕр тăрăхĕнче - Литература çулталăкĕ

6 Ака, 2015

Чĕмпĕр хутлăхĕнче Литература çулталăкĕ 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çав кун облаçри И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Литература пухăвĕ иртрĕ. Унта «Чĕмпĕрти 12 литература апостолĕ» тĕп проект старта тухрĕ. Çавна май уява пынă хăнасене «Венецра» ятлă пĕчĕк спектакль кăтартрĕç. Ăна шăпах Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тухнă 12 классика халалланă. Вĕсен ролĕсене драмтеатр артисчĕсем вылярĕç.

Облаçăн Правительство председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Литература пухăвне пынисене саламларĕ. Обществăра литература яланах пысăк хисепре пулнă, малашне те хăйĕн тивĕçлĕ хисеплĕ вырăнне йышăнасса шанатпăр терĕ.

Облаçра виççĕмĕш çул Н.Н.Благов ячĕллĕ поэзи премине параççĕ. Ăна культурăпа çутĕç вучахне хăватлăрах чĕртсе ярас, регионта талантлă поэтсен йышне ÿстерес, Чĕмпĕр тăрăхĕнче Николай Благов чаплă поэтăн ятне вилĕмсĕрлетес тĕллевпе йĕркеленĕ. 2014 çулта преми фондне 100000 тенке çити ÿстернĕ, ăна «Николай Благовăн пултарулăхĕнчи ăсталăхĕ тата ăна малашне аталантарнăшăн» /50000 тенкĕ/, «Манăн Атăл хутлăхĕн» /30000/, «Çамрăксем» /20000/ номинацисене пайланă.

Ульяновск облаçĕнчи Литература çулталăкĕн тĕп проекчĕ «Чĕмпĕрти 12 литература апостолĕ» тенĕччĕ. Çулталăкăн кашни уйăхĕнче çав паллă ентешсене халалласа пултарулăх каçĕсем, конкурссем, библиотека вулавĕсем тата ытти мероприяти ирттерме палăртнă.

Чĕмпĕрте тата ку тăрăхра ĕçлесе пурăннă е ĕçлесе пурăнакан авторсене те манса хăварман. Вĕсен ячĕсене «Антология Ульяновской словестности XXI века» кĕнекене кĕртеççĕ. Вăл ака уйăхĕнче çапăнса тухĕ. Унта пурĕ 160 ят, çав шутра - пирĕн Чăнлă районĕнчен А.Мердеев, А.Чебанов, В.Тарават тата эпĕ.

Кунсăр пуçне эпир, Чăнлă районĕнче ĕçлесе пурăнакансем, район библиотекинче вулакансемпе тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Облаçра чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатра К.В.Иванов çулталăкне уçрăмăр.

Анатолий ЕРМИЛОВ

Рубрика: