Чееленни хакла ларнă

1 Авăн, 2015

Çамрăк çемье хăйсем усă куракан çĕр лаптăкĕпе кил-çурта сутса район центрне куçма шухăшланă. Анчах документсем хатĕрленĕ чухне вĕсене çул çитмен ачисем çине çурмалла çыртарни чăрмав кÿнĕ.

Опека органĕсем ирĕк памасăр Росреестр ашшĕ-амăшĕн суту-илÿ ыйтăвне тивĕçтермен. Ашшĕ чееленме шут тытнă. 13 çулти Катьăпа 8-ти Максимăн шаннă çынни пулса район администрацине пынă. Çĕнĕ вырăнта ачисемшĕн тата ытларах тăрăшасса, çемье шăкăл-шăкăл килĕштерсе те телейлĕ пурăнасса пĕлтернĕ. Опека органĕн ĕçченĕсем ĕненнĕ ăна, куçман пурлăха сутма ирĕк панă. Анчах укçана ачасен ячĕпе перекет банкне çурмалла хума, вăхăт çитсен вĕсен пурăнмалли вырăн условине лайăхлатмашкăн тĕллевлĕ усă курма ыйтнă.

Çуртпа çĕр лаптăкĕ сутаканпа туянакан тытăннă ĕçе вĕçне çитерме Росреестра пырсан патшалăх регистраторĕ документра куçман пурлăха мĕнпурĕ те виçĕ пин тенкĕлле ярăнтарнине асăрханă. Пулма пултараймасть! Ачасене 1500-шер тенкĕ çеç тивĕçет. Çак укçапа паян мĕнле пурлăх туянăн?

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Ирина Пудова шухăшĕпе - ачасем те çынсемех. Катя 5 çултан 18 тултарать, çитĕнсе çитет. Максима та тăн кĕрет, пысăкланать. Вĕсен прависене хÿтĕлес, пурăнмалли вырăн условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшас чухне ашшĕн çапла хăтланмалла-и? Вăл туянаканпа хутсăр килĕшÿ туса укçана кĕсьене чикнĕ, документра пĕчĕк сумма çеç кăтартнă. РФ ГК 169 статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн ачисен куçман пурлăхне опекăпа попечитель органĕсем ирĕк памасăр сутма та, парнелеме те юрамасть. Эпир ашшĕ саккуна пăхăнмасăр килпетсĕр хăтланни çинчен район администрацине пĕлтертĕмĕр. Чееленни уншăн хакла ларнă - суту-илĕве пăрахăçланă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Рубрика: