Чее заведующисем

12 Нарăс, 2015

Садикре вăрламалли мĕн пур? Нимех те пек, анчах «тавçăруллисем» майне тупаççĕ. Вĕсем ача сачĕн заведующийĕн должноçĕнче пулсан - пушшех.

Следстви комитечĕн тĕп хулари Ленин районĕнчи пайĕ харăсах икĕ ача сачĕн заведующийĕсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Иккĕшĕ калаçса татăлнă тейĕн - преступленийĕсем пĕрешкелех.

Пĕри суя хушу кăларса 2011-2014 çулсенче пĕр хĕрарăма ĕç вăхăтне шута илмелли табеле кĕрттерсе пынă. Вăл дворникре ĕçленĕ имĕш. Заведующи çирĕплетсе бухгалтерие панă документсемпе килĕшÿллĕн ĕç укçи пынă - пĕтĕмпе 280 пин тенкĕ ытла пухăннă. Чăннипе вара çав хĕрарăм ĕç тивĕçĕсене пурнăçламан, укçана садик заведующийĕ илнĕ, унпа хăй пĕлнĕ пек усă курнă.

Тепĕр заведующи те çак схемăпах улталанă. Вăл ертсе пыракан садикре служба тивĕçĕсене пурнăçлакан «ĕçлемесĕрех ĕçленĕ». Чăн та, ку тĕслĕхре пĕр уйăхшăн кăна саккунсăр шалу тÿленĕ те - тăкак виçи 9 пин тенкĕпе кăна танлашнă.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: