Чăвашсем пирки тĕнчене пĕлтереççĕ

Ытарайми Чăваш Енĕм юрă-ташă ăстисемпе пуян. Пĕрисемшĕн юрласси-ташласси – чун киленĕçĕ. Республикăри вун-вун фольклор ушкăнĕ хушшинче «Шуçăм» ушкăн пуян репертуарпа, капăр тумпа, хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать. Ыттисенчен уйрăлса тăрасси ертÿçĕрен нумай килет. «Шуçăм» ушкăна йĕркеленĕ Диана СУСАРИНА малтан — Канашри педа-гогика училищинче, кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе музыка факультетĕнче вĕреннĕ. Кунпа çеç çырлахман вăл, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Унтан страхлакан компанин Шупашкарти филиалĕн пуçлăхĕн пуканне йышăннă. Калаçăва Диана Сусаринăн мăшăрĕнчен Николайран пуçлас терĕм. Сăмах май, вĕсем туя чăн чăвашла ирттернĕ. Саккунлă арăм пулнă Диана туйра хĕр йĕррине юрлама килĕшмен, мĕншĕн тесен качча тухнишĕн хĕпĕртенĕскерĕн куççуль тухман.

 Яланах çул çÿревре

— Николай, Диана саншăн мăшăр çеç мар, пуçлăх та. Санăн пурнăçу, ай-яй, çăмăл мар пулĕ!

— Эпĕ страхлав компанийĕн Шупашкарти филиалĕнче суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕнче нумай çул тăрăшатăп. Диана ĕçре маншăн савни мар, ĕçтеш çеç. Вăл — чăн-чăн ертÿçĕ, ĕçе епле йĕркелемеллине курса-пĕлсе тăрать. Вăл ĕçтешĕсене ятлама та, çав самантрах ырлама та пултарать, сĕнÿсемпе пулăшать. Диана ертÿçĕ пуканне йышăнсанах пирĕн филиал 5 çулта ĕç пахалăхĕ енĕпе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Дианăна 1996 çулта ЧППУра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут куртăм. Ун чухне ман тавра урăх хĕрсем явкаланатчĕç. 2003 çулта «Шуçăм» ушкăн йĕркелесен мана купăсçă пулма чĕнчĕ. Ĕç пире тата çывăхлатрĕ. Анчах чиперкке мана ыттисенчен уйăрмарĕ. Чылай хушă вучахри пек хĕрÿленсе çунтăм. Самаях асапланнă хыççăн вырăс хĕрĕпе паллашрăм, туй пирки шухăшлама пуçларăм. 2007 çулта Пушкăртстана гастроле кай-сан Дианăна тем пулчĕ, мана килĕштерсе пăрахрĕ, пуçа çавăрчĕ. Юрату авăрне çĕнĕрен путрăм, савнирен каçару ыйтса уйрăлтăм. Çав çулах пĕрле пурăнма пуçларăмăр. Чун тинех лăпкăлăхпа тулчĕ. Пĕррехинче Диана мана: «Ытла та лайăх пурăнатăн ман çумра. Эсĕ — арçын, хăть хăçан та авланма пултаратăн. Манăн вара хĕр ĕмĕрĕ иртет, çемье çавăрас килет. Санăн кăçал мана качча илмелле!» – терĕ çирĕппĕн. Пулас хунямапа Мария Ивановнăпа туй пирки еплерех калаçу пуçармаллине вĕрентрĕ. Ун чухне ылтăн кĕркунне хуçаланатчĕ. Дианăн тăван килне, Йĕпреç районĕнчи Вăтаеле, сухан тасатма кайрăмăр. Пахчана йышпа ĕçлеме тухрăмăр. Тахăш самантра ыттисем таçта кайса çухалчĕç. Мария Ивановнăпа кăна тăрса юлтăм. Калаçăвне пуçлама пуçларăм-ха, анчах хумханнипе сăмахсене манса кайрăм.

— Диана, эсĕ пĕррехинче: «Эпĕ аннерен çеç хăратăп», — тени аса килчĕ.

— Никамран та хăрамастăп тейĕттĕм. Анчах анне пире ача чухне хытă тытнă. Вăл пире, виçĕ ачине, çирĕп алăра ÿстермен пулсан, тен, паян пуçлăх пуканне йышăнаймастăм та.

Çемьере хĕрарăм — кил вучахĕн управçи.

— Куç умне хитре ÿкерчĕк тухса тăрать: атте купăс калать, анне ун çумĕнче юрласа ташлать. Ял çамрăкĕсем паянхи кун та анне патне пырса туй мĕнлерех ирттермелли пирки ыйтаççĕ. Унăн арчинчи чăваш кĕпи-эрешĕ ял халăхне те уяв тумалăх çитет. Вăл «Шуçăм» ушкăнри хĕрарăмсем валли пир кĕпесемпе сăхмансем тупса пачĕ, ялти кинемейсен арчинче упранакан тĕртнĕ пирсене хăйĕн укçипе туянса çичĕ арçын валли кĕпе çĕлеттерчĕ.

Эсир пĕлтĕр Чăваш патшалăх пукане театрĕнче йĕркеленĕ чаплă уявра çирĕп кăмăллă хĕрарăма хисеплесе сăвă вуламасăр чăтаймарăм вĕт.

— Анне мăшăрĕпе пĕр çăвартан пурăнать. Атте купăсçă пулни каччăсен хушшинче ун евĕрлине суйлама хистерĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланчех. Мăшăрăм – Турă парни. Эпир талăкра 24 сехет пĕрле. Коля мана пулăшать, куçран пăхсах ăнланать. Хĕрарăм телейĕ – упăшкипе шăкăл-шăкăл калаçса пĕр çулпа утни. Ĕçре те хастар вăл. «Шуçăм» ушкăнра та мăшăрăм маншăн сылтăм алă вырăнĕнче. Ăна шанатăп, ĕненетĕп. Концерт мĕнле иртесси унран нумай килет. Ăна ушкăнри юрăçсем ертÿçĕ пекех йышăнаççĕ.

— Турцири Ялова хулинче иртнĕ тĕрĕк халăхĕсен фольклор фестивалĕнче «Шуçăмпа» пĕрле пĕрре мар пулма тÿр килчĕ мана.

— Асаилÿ вĕçĕ-хĕррисĕр. Эсĕ сĕннипе ют çĕршыва пĕрремĕш хут кайса куртăмăр. Ытти халăх хуш-шинче чăваш юрри-ташши, çи-пуçĕ, çепĕç чĕлхи пĕрре те кая мар иккенне ăнлантăмăр. Пире те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, пĕрле сăн ÿкерĕнчĕç. Чылайăшĕнпе туслашрăмăр. Çĕнĕ туссене чăваш йăли- йĕркипе паллаштартăмăр. Икĕ чĕлхе пĕлни пысăк пуянлăх иккенне аван туйрăмăр. Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхе хакĕпе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ытти çĕршывран килнĕ фольклор ушкăнĕсемпе хутшăннă чухне тата лайăхрах ăнлантăмăр.

Чăваш юрри-ташшипе тулнă чунна витĕр куратăп. Ахăртнех, çавăнпа «Шуçăм» ушкăнăн тĕнчене чăвашсем çинчен пĕлтерес килет.

— 2007 çултан тытăнса çул çÿреве тухма пуçларăмăр. Польшăра, Бельгире, Германире, Францире, Нидерландра, Финляндире, Швецире, Дагестанра, Украинăра пире хапăлласах йышăнчĕç, тухьясемпе хушпусене, амасемпе теветсене тытса пăхрĕç, вĕсене тăхăнса сăн ÿкерĕнчĕç. Кашни çĕршыврах пĕр ыйту пачĕç: «Чăвашсем пуян халăх-им? Çи-пуçне кĕмĕлпех илемлетеççĕ». Яланах пĕр пек хуравларăмăр: «Эпир чунпа пуян!»

— Ушкăнри юрăçсемпе çывăхрах паллашма вăхăт çитрĕ ак.

— Пирĕн ушкăнра — 13 хĕрарăм, 5 арçын. Александр Степанов Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентет. 2013 çулта учительсен хушшинче Раççей шайĕнче иртнĕ кон-курсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл Раççей Президенчĕн стипендиачĕ те. Пуян чĕлхеллĕскер концерт ертсе пырать, хăй те пирĕнпе юрласа ташлать. Евгений Иванов купăсçăран хам та тĕлĕнме пăрахмастăп. Музыка пĕлĕвĕ илнĕскер ушкăнра тÿлевсĕрех ĕçлет. Иван Никитин — спорт мастерĕ, «Шуçăма» çÿриччен чăвашла пачах калаçман. Пирĕн арçынсем эрех ĕçмеççĕ, пирус туртмаççĕ. «Çамрăксен хаçачĕ» вулакансене илĕртÿллĕ сасăллă Валентина Поповăпа нумаях пулмасть паллаштарчĕ. Любовь Смирнова алă ăсти тĕлĕнмелле илемлĕ хушпу-тухья ăсталать. Вĕсене тулай чăвашĕсем уйрăмах килĕштереççĕ. Ольга Семенова питĕ çивĕч ăслă, репертуарти мĕн пур юрра-ташша туххăмрах вĕренет. Лиза Катырева — чи асли, пире, çамрăксене, питĕ хăвăрт вырăна лартать, чылай япалана вĕрентет. Ирина Иванова хăть мĕнле лару-тăрура та çухалса каймасть, ăна кура эпир те хурлăхлă самантсене çăмăллăн чăтса ирттеретпĕр. Валентина Дюкина вара сăмах ваклама юратмасть. «Каланă тăк тумалла, тăваймасан ан та кала»,— тет татăклăн. Пушкăртстанра çуралнă чăваш хĕрарăмĕ Зинаида Альдеева вара питĕ ĕçчен. Вăл тăрăшнипе аякри йăхташсем патне çитсе çав тăрăхри юрăсене çырса илсе вĕрентĕмĕр, репертуара тулай чăвашĕсен юррисемпе пуянлатрăмăр.

Репертуарта — чи илемлĕ юрăсем

— «Шуçăмра» çамрăк нумай. Чăамваш юрри-ташшин пуласлăхĕ — вĕсен аллинче.

— Мана çамрăксемпе ĕçлеме питĕ килĕшет.  Малалла вулас...

 

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.