Чăвашпотребсоюза лайăх ĕçшĕн тав тунă

19 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев республикăри потребительсен кооперацийĕн ĕçне çапла хак панă: «Чăвашпотребсоюзăн продукцийĕ пахалăхлă тата экологи тĕлĕшĕнчен таса, çавăнпа сире туянакансем шанаççĕ, ку вăл - сирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ. Çакна пулах сирĕн тавар конкуренцие чăтать, ăна Чăваш Енре пурăнакансем хапăлласах туянаççĕ».

"Экономикăн хальхи условийĕсенче эпир хамăр ума тĕллев лартрăмăр: халăха таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе пĕр чăрмавсăр тивĕçтермелле, ĕç калăпăшне чакармалла мар. Эпир икĕ çак тĕллеве те пурнăçларăмăр тесе шухăшлатăп. 2015 çулта эпир ял халăхне вĕсем пухса панă ял хуçалăх продукцийĕшĕн 658 млн тенке яхăн тÿлерĕмĕр, çапла майпа эпир 30 пин тонна сĕт, 2,4 пин тонна аш-какай, 1,3 пин ытла тонна макулатура, 8 пин тонна яхăн çăкăр продукчĕ хатĕрлеме пултартăмăр", - тенĕ Валерий Павлов. Вăл потребсоюз тытăмĕнче эмел курăкĕсем пухса хатĕрлесси халĕ те вăйра пулнине, çакă пенсионерсене, çавăн пекех шкул ачисене çуллахи каникул вăхăтĕнче укçа ĕçлесе илме май панине пĕлтернĕ.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн ертÿçи юлашки 5 çулта хăйсем 1 млрд та 400 млн тенкĕ инвестици хывнине, 140 çĕнĕ об<ект тунине, пысăк хула-поселокра çеç мар, пĕчĕк ялсенче те лавккасем уçнине палăртнă. Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюза лайăх ĕçшĕн тата пысăк социаллă яваплăхшăн тав тунă, малашлăхра ăнăçу суннă.

Рубрика: