Чăваш журналисчĕсен XVIII с<езчĕ иртрĕ
25 Dec, 2015 | Культура

Раштавăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн XVIII съезчĕ ĕçлерĕ. Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Чăваш Енри журналистсен пĕрлĕхĕн 2010-2015 çулсенчи ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, çитес тапхăрти тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Валерий Комиссаровăн докладне сÿтсе явма Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов, республикăри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн рескомĕн председателĕ Светлана Демидова тата ыттисем хутшăнчĕç.

Съезд союз уставне хăшпĕр улшăну кĕртсе йышăнчĕ, пĕрлĕхе тата 5 çула ертсе пыма Валерий Комиссаровах суйларĕ. Вăл обществăлла çак ĕçе 1992 çултанпа пурнăçлать.

Çавăн пекех съезд союзăн çĕнĕ правленине 15 çынран суйларĕ, ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ